ПУРИНЧЕН МАЛТАН (@nikamran)の最新投稿

ПУРИНЧЕН МАЛТАН のテレグラム投稿

ПУРИНЧЕН МАЛТАН
Хыпарсене никамран малтан пĕлтеретпĕр. Хыпарсем пулсан çырăр: @Andreich07
2,320 人の購読者
13,379 枚の写真
1,252 本の動画
最終更新日 11.03.2025 01:36

ПУРИНЧЕН МАЛТАН によってTelegramで共有された最新のコンテンツ

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

03 Feb, 12:37

746

❗️Шупашкарта наркотик сарнă 18 çулти хĕре тытса чарнă

Хайхискер пакунлисен аллине лекиччен Маршак, Чапаев, Афанасьев, Красин, Иванов, Герцен урамĕсенче вăрттăн 19 вырăна (пурĕ 80-е яхăн грамм) наркотик хума ĕлкĕрнĕ. Хăйĕн çумĕнче тата 29 чĕркем мефедрон (155 ытла грамм) пулнă.

Пике тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă, ăна ирĕксĕр хăварнă. Суд йышăнăвĕпе хĕре 20 çуллăха колоние ăсатма пултараççĕ.
ПУРИНЧЕН МАЛТАН

03 Feb, 08:34

846

Шупашкарти шеф-поварăн таварĕсене чикĕ леш енче туянаççĕ

Виктор Харнас Раççейри кăна мар, ют çĕршыври ресторансенче те ĕçлесе курнă. Тутлă та илемлĕ блюдо мĕнле хатĕрлемеллине никамран лайăх пĕлет.

Вăл çимелли чечексене ятарлă технологипе типĕтет, унпа апата илемлетет. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса тавара чикĕ леш енне ăсатма тытăннă. Хальлĕхе типĕтнĕ чечексене Казахстана, Беларуçа ăсатнă. Çитес вăхăтра Китая ямалла.

🔴 Эсир типĕтнĕ чечекпе илемлетнĕ апат тутанса курнă-и?
ПУРИНЧЕН МАЛТАН

03 Feb, 07:42

1,320

Йывăр лару-тăрура пурăнакан тата сусăр ачасене велосипед парнеленĕ

Ыр кăмăллăх ĕçне хутшăнакансем — Патăрьел округĕнчи Турханти медик волонтерсем.

Вĕсен ертÿçи Анатолий Кольцов хыпарланă тăрăх, пĕлтĕрхи çулла ачасем ялта килĕрен çÿресе 2 тонна ытла тимĕр-тăмăр пухнă, укçапа темиçе велосипед туяннă.

🔴 Маттурсем!
ПУРИНЧЕН МАЛТАН

03 Feb, 06:12

1,200

❗️Паян – Макçăм кунӗ

Халӑх сӑнанинчен:
▶️ Паянхи кун тÿпе янкăр пулсан çанталăк сивĕтĕ, анчах çу тухăçсăр пулĕ.
▶️ Хĕвел пăхсан çуркунне ăшшипе самай савăнтарĕ.
▶️ Паян уяр çанталăк пулсан çуркунне ир килĕ.
▶️ Уйăха тĕтре хупласан пахча çимĕç ăнса пулĕ.

🔴 Тунтикун тухăçлă ирттĕр.
ПУРИНЧЕН МАЛТАН

02 Feb, 18:04

1,280

❗️Çĕнĕ Шăмăршăри Марина Васильевăн çемье ферминчи пурăнаканĕсем.

🔴Илемлĕ вĕт?
ПУРИНЧЕН МАЛТАН

02 Feb, 10:37

1,123

❗️Иртнĕ çул Раççейрен Турцие 6 миллион та 700 пин çын канма кайнă

Статистика палăртнă тăрăх, пĕлтĕр, 2023 çулхипе танлаштарсан, пирĕн çĕршывран Турцие 6,3 процент нумайрах çын канма вĕçнĕ.

🔴 Эсир кăçал канмашкăн ăçта кайма палăртатăр?
ПУРИНЧЕН МАЛТАН

01 Feb, 17:34

1,239

❗️Шупашкарти хоккеистсемпе паллӑ актер тӗл пулнӑ

Ӗнер тӗп хулари пӑр катокӗ ҫинче «Медведи» тата «Богданка» командӑсем тупӑшнӑ.

Спортсменсене «Бой с тенью» трилогире, «Молодежка» сериалта ӳкерӗннӗ Денис Никифоров хавхалантарма килнӗ.

Матч хыҫҫӑн актер «Спорт - кинематографра» пултарулӑх каҫне хутшӑннӑ. Унта хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлӗ, спорт ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

🔴 Эсир Денис Никифоров ӳкерӗннӗ фильмсене курнӑ-и?
ПУРИНЧЕН МАЛТАН

01 Feb, 12:56

1,173

😂Шÿтлеççĕ

Хĕрарăм тусне каласа кăтартать:
— Куç харшине, куç хăрпăкне, тутана, алă тата ура чĕрнисене сăрларăм. Чарăнаймарăм! Картише тухрăм та карта сăрларăм.
ПУРИНЧЕН МАЛТАН

31 Jan, 04:48

194

❗️Паян – Афанасий кунӗ

Халӑх сӑнанинчен:
▶️ Паянхи кун ула кураксем явӑнса вӗҫсен сивӗтет.
▶️ Ҫанталӑк ӑшӑтсан ҫулла уяр ҫанталӑк пулмӗ, ҫӗр улми тухӑҫӗпе савӑнтармӗ.
▶️ Ҫил-тӑвӑл алхасни - ҫуркунне вӑраха тӑсӑласса.
▶️ Кӑнтӑрла хӗвел пӑхсан ҫуркунне ир килет.

🔴 Эрнекун лайӑх ирттӗр!
ПУРИНЧЕН МАЛТАН

30 Jan, 16:35

772

🌟🌟🌟Ҫӗнӗ юрӑ🌟🌟🌟

Типшӗм Сашук тата Анжелика - «Чувашка»

✍️ Сӑвви - Ольга Савиновӑпа Александр Егоровӑн.
🎶 Кӗввипе аранжировки - Александр Павловӑн.
🎙️ Сасӑ ҫыртараканӗ - Виктор Дмитриев.