Елчĕк округĕнчи Элекçей Тимешри Красновсен 3 ача çитĕнет: Иван, Матвей, Анастасия. Кил хуçи лавкка тытать: улма-çырла, пахча çимĕç сутать. СВОна хутшăнакансем валли гуманитари пулăшăвĕ пухас, ăна вĕсем патне илсе çитерес енĕпе тимлет. Мăшăрĕ — декрет отпускĕнче.
Пĕлтĕр Красновсем Шупашкарта ипотекăпа хваттер туяннă. Республикăри амăшĕн капиталĕ пурри вырăнлă пулнă — çемье унпа кредитăн пĕр пайне тÿлесе татнă.
🔴 Ытарма çук килĕшÿллĕ çемье. Уйрăмах пиччĕшĕпе шăллĕ пĕр-пĕрне мӗнле ыталанине пӑхма кăмăллă😍