❗️Клавдия Ижетниковăна Çĕнтерÿ пулнăранпа 80 çул çитнине халалласа кăларнă юбилей медалĕпе чысланă
101 çулти Клавдия Гавриловна — Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи Çĕнĕ Атикассинчен. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине вăл 1942 çулта хăйĕн ирĕкĕпе тухса кайнă, автоматчиксен ротин йышĕнче тăшманпа çапăçнă. Йывăр аманнă, унăн кăкăрне виçĕ ванчăк тăрăннă.
Вăрçă хыççăн вăл ача чухнехи ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ — вĕрентекен пулса тăнă. Ĕмĕр тăршшĕпех кăмăлланă ĕçĕнче вăй хурса темиçе ăрăва тарăн пĕлÿ панă. Паянхи кун вăрçă ветеранĕ виçĕ ачин, ултă мăнукĕн, мăнукĕсен вун пĕр ачин юратăвĕпе киленсе пурăнать.
🔴 Клавдия Гавриловнăна çирĕп сывлăх сунатпăр!