ПУРИНЧЕН МАЛТАН (@nikamran)の最新投稿

ПУРИНЧЕН МАЛТАН のテレグラム投稿

ПУРИНЧЕН МАЛТАН
Хыпарсене никамран малтан пĕлтеретпĕр. Хыпарсем пулсан çырăр: @Andreich07
2,320 人の購読者
13,379 枚の写真
1,252 本の動画
最終更新日 11.03.2025 01:36

類似チャンネル

Ан та кала!
2,514 人の購読者
Вести Чувашии
2,405 人の購読者

ПУРИНЧЕН МАЛТАН によってTelegramで共有された最新のコンテンツ

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

10 Mar, 15:58

743

🌟🌟🌟Ҫӗнӗ юрӑ🌟🌟🌟

Владимир Егоров тата Анжелика - «Килчӗ юрату»
ПУРИНЧЕН МАЛТАН

10 Mar, 13:29

852

❗️Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Эдуард Кириллов паян çуралнă кунпа ăшă саламсем йышăнать

«Уяв» халăх ансамблĕн аккомпаниаторĕ, концертмейстерĕ куракансене чылай çул савăнтарать. Пултаруллă купăсçă - тĕрлĕ конкурс, фестиваль лауреачĕ.

🔴 Саламлатпăр!
ПУРИНЧЕН МАЛТАН

10 Mar, 10:36

881

❗️Чăваш ялĕсенче çуркунне хуçаланать.

🔴Сирĕн ялта мĕнле çанталăк? Юр пур-и?
ПУРИНЧЕН МАЛТАН

10 Mar, 09:57

922

❗️Чăвашсем Çĕнĕ Зеландире те пурăнаççĕ

Геннадий Волков унта çемйипе пĕрле иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче куçса кайнă. Хăй Çĕмĕрле районĕнче çуралнă.

Аякра тĕпленнĕ ентеш патне Алексей Енейкин тележурналист хăнана çитнĕ. Ахăртнех, часах куракансене кăсăклă видеосюжетсемпе савăнтарĕ.
ПУРИНЧЕН МАЛТАН

10 Mar, 08:14

980

❗️Амăшне пулăшнă, хăй çăлăнайман

Ĕнер 8 сехет те 30 минутра Улатăр хулинчи пĕр çуртра пушар тухнă. Пушарнăйсем çулăма сÿнтерсен 18 çулти хĕрĕн виллине тупнă. Вăл амăшне çунакан çуртран тухма пулăшнă, хăй çăлăнайман.

Малтанлăха палăртнă тăрăх, амăшĕпе хĕрĕ хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманнине пула çурта çулăм ярса илнĕ. Вĕсем газ плити çине апат пĕçерме лартнă та çывăрса кайнă.

🔴 Асăрханулăх пирки манас марччĕ.
ПУРИНЧЕН МАЛТАН

10 Mar, 05:07

1,281

❗️Паян – Тарас кунӗ

Халӑх сӑнанинчен:
▶️ Ула кураксем кранклатни - ҫулла ҫумӑр нумай ҫӑвасса.
▶️ Паян юр ҫусан Мӑнкун умӗнхи эрне сивӗ пулать.
▶️ Ӑмӑр ҫанталӑк - кӑҫал тыр-пул ӑнса пуласса.

🔴 Александр, Антон, Евгений, Тарас, Федор ятлисем паян менелникне уявлаҫҫӗ.
ПУРИНЧЕН МАЛТАН

09 Mar, 09:06

1,228

❗️Ятарлă çар операцийĕн зонинчен ентешсемпе хамăрьялсем салам яраççĕ.
ПУРИНЧЕН МАЛТАН

08 Mar, 06:58

1,215

❗️Хĕрсемпе хĕрарăмсене К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсем саламлаççĕ.
ПУРИНЧЕН МАЛТАН

08 Mar, 05:37

1,219

❗️Паян – Пӗтӗм тĕнчери хӗрарӑмсен кунĕ.

Çуркунне пек ытармалла мар чипер, çепĕç пикесем! Эсир çак тĕнчене илемлĕрех, ырăрах, асамлăрах тăватăр. Эсир хавхалантаратăр, ăшă туйăмсем парнелетĕр, юратма вĕрентетĕр.

Саламлатпăр сире! Юрату, çирĕп сывлăх, ырă ĕмĕт-шухăш сунатпăр❤️
ПУРИНЧЕН МАЛТАН

08 Mar, 04:46

1,430

❗️Паян — Иван кунĕ

Халăх сăнанинчен:
▶️ Паян таврана тĕтре карса илсен çулла сивĕ пулать, çумăр нумай çăвать.
▶️ Чакаксем вăрман еннелле вĕçеççĕ пулсан часах ăшăтать.
▶️ Хĕвел хĕрелсе анать-и? Эппин, çиллĕ пулать.

🔴 Моисей, Николай, Александр, Климент, Иван, Сергей, Кузьма, Алексей, Михаил ятлисем паян менелникне уявлаççĕ.