ПУРИНЧЕН МАЛТАН @nikamran Channel on Telegram

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

@nikamran


Хыпарсене никамран малтан пĕлтеретпĕр. Хыпарсем пулсан çырăр: @Andreich07

ПУРИНЧЕН МАЛТАН (Tatar)

ПУРИНЧЕН МАЛТАН - бу каналда хыпарсене никамран малтан пĕлтеретпĕр. Элек хыпарсен пулсан çырăр дип калдыгызмы? Тĕхметтен, ошонда кайбер голымларга катнашып, хыпарсенен авторларны кайбер белән карышып куйтучы малтанларга уйлыгыз! Бу каналда аса кулланучылар укым сора эшшәләве һәм калкыжак малтанларга үзгәрә саклауларыны, малтанларга турышма көстәргә кирӹктӹрен һәм авторларне турышма эшләләрен ягъни биреп галим булуларын карарыгыз. Коруп шу канала катышып куй, хәлә төн татардагы калкыжак малтанларны төзөмпашлык белән иңләп куйый!

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

18 Jan, 09:42


🌟🌟🌟Ҫӗнӗ юрӑ🌟🌟🌟

Яша Федоров - «Ту юрату»

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

17 Jan, 18:00


Шÿтлеççĕ😂

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

17 Jan, 15:56


❗️Алина Федоровăна "Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă

Алина Федорова концертсем йĕркеленипе, уяв каçĕсене хутшăннипе пĕрлех Эстрада артисчĕсен пĕрлĕхĕн тилхепине те нумай çул çирĕп тытса пырать. Хушăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев алă пуснă.

🔴 Саламлатпăр.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

17 Jan, 15:47


❗️Шупашкарти аварире 16-ри хĕрĕн пурнăçĕ татăлнă

Тискер авари паян, кăрлач уйăхĕн 17-мĕшĕнче, кăнтăрла иртсен пулнă. "Яхтинг" пĕрлешÿ тĕлĕнче çул урлă каçакан студенткăна "Хендай Санта Фе" автомобиль вилмеллех таптанă. Руль умĕнче 20-ри хĕр пулнă. Малтанлăха палăртнă тăрăх, çул çитмен ача вилĕмĕшĕн шăпах вăл айăплă. Ĕç-пуçа малалла тишкереççĕ.

🔴 Мĕн тери пысăк хуйхă.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

17 Jan, 12:43


❗️Мӑнукне пӑвса вӗлернӗ хӗрарӑма сиплеме ярасшӑн

Пӗлтӗр ака уйӑхӗнче Шупашкарта пулнӑ инкек чылайӑшне сехӗрлентерчӗ. 61-ри хӗрарӑм 9-ти мӑнукне пӑвса вӗлернӗ.

Ҫак кунсенче ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ уголовлӑ ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ. Тӗрлӗ экспертиза ирттернӗ хыҫҫӑн хӗрарӑм психика чирне пула хӑй мӗн тунине ӑнланман тесе палӑртнӑ. Специалистсем ӑна медицина учрежденийӗнче сиплеме сӗннӗ. Ҫитес вӑхӑтра унӑн шӑпине суд татса парӗ.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

17 Jan, 11:18


❗️Улатăрти Герасим манах ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă

Герасим (Богатырев) иеродиакон Дзержинский хулинчи Николо-Угрешский семинарийĕнче вĕреннĕ, Улатăрти Çветтуй Троица мăнастирĕнче нумай çул ĕçленĕ, унтах манаха тухнă. Ятарлă çар операцине хăй ирĕкĕпе кайнă, унта хастарлăхпа хăюлăх кăтартса "Паттăрлăхшăн" медале тивĕçнĕ. Тăшман пульли ят-сумлă манаха пĕлтĕрхи раштав уйăхĕн 14-мĕшĕнче вĕлернĕ.

🔴 Хурланатпăр.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

17 Jan, 09:48


❗️Шупашкарти Çĕнтерÿ паркĕ çавăн пек пулĕ

Ăна икĕ-виçĕ çулта хăтлăлатасшăн. Пĕрремĕш тапхăрĕнче, кăçал, тавралăха сăнама май паракан кĕпер тума, паллă пулăмсемпе паллаштаракан стела, Паттăрсен ячĕсене çырнă плита вырнаçтарма, ятарлă çар операцине хутшăнакансене халалланă палăк лартма палăртнă.

🔴 Чăтăмсăррăн кĕтетпĕр.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

17 Jan, 07:12


Чăваш Енри гимнастка пысăк спортран кайнă

Спорт гимнастики енĕпе тĕнче класлă Раççей спорт мастерĕ Елена Герасимова юлашки çулсенче час-часах суранланнăран çавнашкал йышăну тунă.

Шупашкар пики халĕ 20-ре, тренерта ĕçлет. Вăл спорт гимнастикипе 6 çулта кăсăкланма тытăннă. Елена юниорсен хушшинче иртнĕ тĕнче чемпионатĕнче икĕ хут çĕнтернĕ. 2021 çулта Токиори Олимп вăййисене хутшăннă.

🔴 Ентеш малашне студентсен хушшинче иртекен ăмăртусене хутшăнасшăн.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

16 Jan, 15:07


Ятарлă çар операцине хăйĕн ирĕкĕпе кайнă

Тыткăнран таврăннă Владислав Яруков унта 2022 çулхи авăн уйăхĕнче çул тытнă. Вăхăт иртсен ашшĕ те контракт çырнă. Вĕсем, тĕрлĕ çĕрте çапăçнăскерсем, çыхăну тытсах тăнă.

2023 çулхи юпа уйăхĕнче Владислав аманнине пĕлтернĕ. Çакăн хыççăн унран сас-хура пулман. Унпа пĕрле çапăçнисем ашшĕ-амăшне ывăлĕ вилнине пĕлтернĕ. Кăштахран вĕсене Украинăран шăнкăравланă, Владислав тыткăнра пулнине каланă. Ăна Украина салтакĕсемпе улăштармаллисен списокне кĕртме 2,6 миллион тенкĕ ыйтнă.

🔴 Телее, укçа тÿлеме тивмен. Халĕ каччă Раççее таврăннă. Унăн сылтăм пĕçĕ тата купарча шăммисем хуçăлнă.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

16 Jan, 14:31


❗️Иван Григорьев 101 çул тултарнă

Иван Григорьевич — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ. Вăл хĕрÿ çапăçусене 1942 çултан пуçласа 1945-мĕшченех хутшăннă. II степень Тăван çĕршыв вăрçин орденне, Жуков маршал медальне, "Çарти тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн", "Кенигсберга илнĕшĕн", "Германие çĕнтернĕшĕн" тата ытти медале тивĕçнĕ.
Çĕнтерÿпе таврăннă хыççăн Хусанти юридици институтĕнче вĕреннĕ, прокуратурăра, влаç органĕсенче ĕçленĕ. Чăваш АССРĕн прокурорĕн çумĕ те пулнă.

🔴 Саламлатпăр.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

16 Jan, 07:53


❗️Сирпӗнекен хатӗр пуррине пӗлтернӗ

Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче Чӑваш Енри 36-ри арҫын Красноярск хулинче пулнӑ. Пӗр каҫхине хайхискер клуба кайма шухӑшланӑ.

Унта вӑл, хӗрӗнкӗскер, арҫынпа хирӗҫсе кайнӑ. Юрать, никама та чышкӑ лекмен. Ҫапах вӗсем пӗр-пӗрне темӗн те каланӑ, пирӗн ентеш уйрӑмах вӑйлӑ кӳреннӗ. Вӑл, мӗн тунине хӑй те ӑнланманскер, полици хӑвӑртрах ҫиттӗр тенӗ пулас - 112 номерпе шӑнкӑравланӑ та... клубра сирпӗнекен хатӗр пуррине пӗлтернӗ.

Следстви ушкӑнӗ ҫийӗнчех вӗҫсе ҫитнӗ, йӑлтах тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн нимӗн те тупман. Суя хыпар пӗлтернӗ арҫынна вара тӳрех ярса тытнӑ. Часах вӑл суд сакки ҫине ларӗ - ӑна 5 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма пултараҫҫӗ.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

15 Jan, 17:01


❗️Чӑваш салтакӗ тыткӑнран таврӑннӑ

Паян Раҫҫей тата Украина салтаксемпе улшӑннӑ. Кун пирки РФ Оборона министерстви пӗлтернӗ.

Раҫҫее тыткӑнран 25 ҫын таврӑннӑ. Украинӑна та ҫавӑн чухлӗ салтака ӑсатнӑ. Часах пирӗн ҫар ҫыннисене сиплеме тата реабилитаци тухма медицина учрежденисене илсе ҫитерӗҫ.

🔴 Палӑртмалла: тыткӑнран таврӑннисен йышӗнче Чӑвашри 26-ри Владислав Яруков пур. Салтака ҫирӗп сывлӑх сунатпӑр.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

15 Jan, 15:48


❗️Кăшарние хатĕрленеççĕ

Кăçал Кăшарнире Шупашкарти арçын мăнастирĕ çывăхĕнче тата Атăл леш енче вакă касмĕç. Ятарлă комисси Атăлти пăр хулăнăшне тĕрĕсленĕ хыççăн çакнашкал йышăну тунă.

Чăваш Енре шыва кĕмелли 118-а яхăн вырăн хатĕрлеме палăртнă. Специалистсем хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнма ыйтаççĕ. Уйрăмах хĕрĕнкĕ çынсен, чирлисен шыва кĕресрен пăрăнмаллине асăрхаттараççĕ.

🔴 Эсир Кăшарнире шыва кĕме палăртнă-и?

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

12 Jan, 10:40


❗️Çулталăк пуçланнăранпа 70 ытла ача суранланса больницăна лекнĕ

Чăваш Енре çак тапхăрта тăхăр ача тюбингпа ярăнса аманнă. Вĕсенчен тăваттăшне республикăн ача-пăча клиника больницинче пĕр тăхтаса тăмасăр операци тума тивнĕ.
8 çулти арçын ача сăртлă вырăнтан "пÿремечпе" ярăнса анса картана пырса тăрăннă, çавна май унăн пÿри çурăлса кайнă.
12-ри арçын ача тюбингпа ярăннă чухне тимĕр çине ÿкнĕ, унăн купарчи шăйрăлса татăлнă.
6 çулти хĕр ачан вара пуç мими чĕтреннĕ, пуçĕ суранланнă.

🔴 Тимлĕ пулар!

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

11 Jan, 08:09


❗️Галина Кĕмĕл поэтесса паян çуралнă кунне паллă тăвать

Галина Михайловна Тутарстанри Пăва районне кĕрекен Элшел ялĕнче çуралнă. Нумай çул ЧР Шалти ĕçсен министерствин тытăмĕнче ĕçленĕ, çав вăхăтрах поэзипе уйрăлми туслашнă.
Галина Кĕмĕл — «Кӗмӗл ҫути», «Пурнӑҫ, сана юратса», «Асамлӑ туйӑмсен сӳнми ташши…», «Юратрӑм эп сана, Элшел!», «Шӑпа» тата ытти кĕнеке авторĕ. Унăн нумай сăввине юрра хывнă.

🔴 Саламлатпăр!

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

10 Jan, 12:30


Чĕри тăватă хут чарăнса ларнă арçынна çăлнă

Кăрлачăн 9-мĕшĕ Патăрьел округĕнчи 57-ри арçыншăн иккĕмĕш çуралнă кун пек. Шăпах ĕнер вăл хăйне япăх туйнипе васкавлă медпулăшу чĕннĕ.

Вырăна çитнĕ фельдшерсем унăн инфаркт пулнине тÿрех ăнланнă. Ăна Республикăри клиника больницине илсе кайма шухăшланă, анчах маршрута улăштарма тивнĕ: Канашри медцентра çул тытнă. Эльфис Даутов водитель машинăна хăваланă вăхăтра медиксем пациентăн пурнăçĕшĕн кĕрешнĕ. Унăн чĕри пĕр сехетре тăватă хут чарăнса ларнă. Любовь Мышинăпа Леонид Алексеев фельдшерсем ăна вилĕм аллинчен туртса илнĕ.

🔴 Чăн-чăн профессионалсем!

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

10 Jan, 11:34


Çамрăк слесаре улталанă

Шупашкарти пĕр пысăк предприятири 29-ти слесарь çак кунсенче полицие пулăшу ыйтма пынă. Вăл ултавçăсенчен шар курнă.

Хайхискер интернетра хĕрпе паллашнă. Пике инвестици хывса пысăк укçа ĕçлесе илнине каласа кăтартнă. Ку енĕпе ăна ашшĕн пĕлĕшĕ пулăшать-мĕн. Слесарь çакна ĕненсе телефонне приложени вырнаçтарнă, тĕрлĕ счет çине укçа куçарнă. Вăл 1,5 миллион тенкĕ кредит илнĕ. Пĕр уйăхран хывнă укçана каялла тавăрас тенĕ, анчах палăртнине пурнăçлайман.

🔴 Палăртмалла: пĕлтĕр Шупашкарти 500-е яхăн çын инвестици хывса тупăш илессе шанса ултавçăсене 200 миллион тенкĕ ытла куçарса панă.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

10 Jan, 09:48


❗️Муркаш округĕнчи Шашкарта пурăнакан Александр Таймаскинăн картишĕнче тĕлĕнмелле кăмака пур

Ăна Смоленскран килнĕ кăмакаçă Кирилл Рудь купаласа панă. Хутса кĕлне кăларнă хыççăн кăмакана харăсах 3 çын кĕрсе ларма пултарать. Хĕрнĕ кирпĕч лайăх тарлаттарать, питĕ усă парать имĕш. Çынсем унтан хитре питлĕ кукăль пек «пиçсе» тухаççĕ, кайран хăйсем тăрăх сивĕ шыв чашлаттараççĕ… Ку кăна-и? Александр патне сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан тусĕсем куллен килеççĕ. Вĕсем урамра пысăк хурана сивĕ шыв тултараççĕ те унта кĕрсе рехетленеççĕ.

Александр мĕншĕн Мускавран чăваш ялне куçса килни, пурнăç тĕллевне мĕнре курни çинчен «Çамрăксен хаçачĕн» çитес номерĕнче вуласа пĕлме пулать.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

10 Jan, 08:42


Канашри кофе Мускавринчен хаклăрах

Çавнашкал пĕтĕмлетÿ патне çитнĕ Росстат ĕçченĕсем. Вĕсем Раççейри 326 хулари (çав шутра — Шупашкар тата Канаш) апатлану заведенийĕсенчи вăтам хаксене тишкернĕ.

2024 çулхи чÿк уйăхĕнчи кăтартусем тăрăх, Мускавра пĕр курка кофешĕн вăтамран 96,40 тенкĕ тÿленĕ, Шупашкарта — 92,46 тенкĕ, Канашра — 98,49 тенкĕ (кунта кофе хакĕ çулталăкра 25% ÿснĕ).

🔴 Канашра чей мар, ытларах кофе ĕçме кăмăллаççĕ пулас.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

10 Jan, 07:54


Пилĕк ача амăшĕ коронăшăн тупăшать

Нарăс уйăхĕнче Ульяновскра «Ульяновск миссисĕ» илем конкурсĕн финалĕ иртĕ. Унта 50 яхăн хĕрарăм хутшăнать. Вĕсенчен пĕри — Анна Шубина. 5 ача амăшĕ — чăваш.

Конкурса хутшăнакансене тĕрлĕ енлĕ тĕрĕслеççĕ. «Боулинг королеви», «Фитнес королеви», «Караоке çăлтăрĕ», «Интернет королеви», «Кулинари искусствин королеви» тупăшусем хыçа юлнă. Анна Шубина виçĕ коронăна тивĕçме ĕлкĕрнĕ. Сăмахран, вăл «Кулинари искусствин королеви» тупăшура чăваш кухнин апачĕпе паллаштарнă, жюри членĕсене шăрттанпа хăналаса çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.

🔴 Финалта ăнăçу сунатпăр.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

10 Jan, 06:36


❗️Виҫӗреш ҫуралнӑ

Ясмина, Амелия тата Диана. Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче Ҫӗрпӳри Порфирьевсен ҫемйинче кун ҫути курнӑ чиперуксем валли ҫавнашкал ятсем суйланӑ.

Ҫуралсан вӗсем 1,5-шар килограмм пулнӑ. Халӗ кашни 3 килограмм таять. Вӗсене Перинаталь центрӗнчи тухтӑрсем вӑй илме пулӑшнӑ, ҫак кунсенче киле янӑ. Пӗчӗкскерсене илме ҫемйипех килнӗ: ашшӗпе амӑшӗ тата 4 аппӑшӗ. Халӗ Порфирьевсен ҫемйинче — 7 хӗр!

🔴 Хӗр пӗрчисене ҫирӗп сывлӑх сунатпӑр.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

10 Jan, 04:01


❗️Çанталăк çинчен

Шупашкарта паян улшăнса тăракан пĕлĕтлĕ çанталăк пулать, хушăран уяртать. Сывлăш температури кăнтăрла – 2-1 градус сивĕ, çĕpле – 0-рен пуçласа 1 градус таран сивĕ. Термометр халĕ 4 градус сивĕ кăтартать.
Республикăн çурçĕр енчи округĕсенче кăнтăрла – 1-3, кăнтăр енчи округсенче – 1-2 градус сивĕ.

✈️ Мускавра паян 1-3 градус ăшă пулать.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

09 Jan, 14:10


❗️Эрех те, пирус та хакланнă

Çакă кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнче акцизсем ÿснипе çыхăннă. 40 градуслă çур литр шурă эрехĕн чи пĕчĕк хакĕ — 349 тенкĕ. Унччен чи йÿнни 299 тенкĕ тăнă. Çур литр коньякăн чи пĕчĕк хакĕ 556 тенкĕрен 651 тенке çитнĕ. Хĕрлĕ эрех, спиртлă ытти шĕвек 403 тенкĕрен 472 тенкĕ таран хакланнă.
Пĕр пачка пирусăн чи пĕчĕк хакĕ халĕ — 135 тенкĕ. Унччен чи йÿннине 129 тенкĕпе туянма май пулнă.

🔴 Шухăшламалăх пур.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

09 Jan, 12:41


❗️Уйрăлас тесен мăшăрсен 5000 тенкĕ тÿлемелле

Саккун кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнче вăя кĕнĕ. Уйрăлакансен кăçалччен 650 тенкĕпе танлашакан патшалăх пошлини хывмалла пулнă, халĕ — 5000 тенкĕ.
Ята, хушамата, ашшĕ ятне улăштаракансен те çавăн чухлех тÿлемелле, ку таранччен вĕсем 1600 тенкĕ хывнă.

🔴 Атте-анне панă ята тиркер мар, çемьене те упрар.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

09 Jan, 10:44


Тинĕс хĕрринче каннă

Ольга Элиме Çĕнĕ çулхи кану кунĕсене çемйипе пĕрле тинĕс хĕрринче ирттернĕ. Сочири "Роза Хутор" курорта та çитнĕ вĕсем. Унта çуллахи пек çанталăк хуçаланать-мĕн, урамра 15-16 градус ăшă. Сăмах май, çемье Сочи хулинче çулленех канать, çакна йăлана кĕртнĕ.

🔴 Сирĕн вара мĕнле ырă йăласем пур?

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

06 Jan, 08:13


❗️Николай Максимов çыравçă паян çуралнă кунне паллă тăвать

Николай Николаевич Канаш районĕнчи Кăшнаруй ялĕнче 1944 çулта çуралнă. Ĕмĕр тăршшĕпех журналистикăра ĕçленĕ, тĕп редактор тилхепине те нумай çул тытса пынă. Чăвашла та, вырăсла та çырать. Вулакансем ăна «Ҫил-ҫумӑр витӗр», «Ӑс паракансем», «Пӑр айӗн те шыв юхать», «Тапӑ», «Синкер», «Пурнӑҫри вырӑн», «Тайлӑк ҫын тӗлӗкӗ», «Майра патша парни», «Шурӑ акӑш ҫулӗ», «Пӗр хӗрес айӗнче» кĕнекесенчен, ытти хайлавран пĕлеççĕ.

🔴 Саламлатпăр!

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

05 Jan, 18:02


❗️«Классная тема!» шоура пирӗн ентеш ҫӗнтернӗ

Паян «Россия 1» каналпа «Классная тема!» проектӑн финалне кӑтартнӑ. Ку телекӑларӑма ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи учительсем хутшӑннӑ. Вӗсем урок ирттернӗ, ӑсталӑхне кӑтартнӑ.

Проектра Саранскри хими учителӗ Екатерина Чугунова ҫӗнтернӗ. Вӑл тӗп парнене тивӗҫнӗ - «Россия 1» каналта шоу ертсе пырӗ. Ӑна нарӑс уйӑхӗнче ӳкерме тытӑнӗҫ.

Палӑртма кӑмӑллӑ: Екатерина Александровна Чӑваш Республикинчи Улатӑр хулинчен, унти шкултан вӗренсе тухсан Саранск хулине аслӑ пӗлӳ илме ҫул тытнӑ.

🔴 Саламлатпӑр!

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

04 Jan, 15:00


😂 Те кулмалла?

Вĕрентекен ачасене асăрхаттарать:
— Чĕрчунсене чуптума юрамасть: чир-чĕр ерес хăрушлăх пур. Кам тĕслĕх илсе кăтартма пултарать?
— Эпĕ, — тет Вовочка. — Манăн инке попугайне пĕрмай чуптăватчĕ.
— Вара? — ыйтать вĕрентекен.
— Попугай ухмаха тухрĕ.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

04 Jan, 14:45


❗️Кăçалхи календарь 1941 çулăннипе чат пĕрешкел

Унсăр пуçне Çĕлен çулĕсенче мĕн пулнине тишкернĕ те акă мĕн палăртнă:
1917 çулта Февральти тата Октябрь революцийĕсем пулнă.
1941 çулта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă.
1953 çулта Иосиф Сталин вилнĕ.
2001 çулта Америкăри терактра 2996 çын пурнăçĕ татăлнă.
2013 çулта Уралта метеорит ÿкнĕ.

🔴 Апла пулин те 2025 çултан ыррине кăна кĕтетпĕр.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

03 Jan, 12:04


❗️Хӗл Мучи тумне тӑхӑннӑ арҫынна ярса тытнӑ

Вӑл Канашри предпринимателе лавккара персе вӗлернӗ.

Ку кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче 16 сехет те 20 минутсенче пулнӑ. Арҫын йывӑр сурансене пула вырӑнтах сывлама пӑрахнӑ. Преступник тарса ҫухалнӑ. Ӑна паян ирхине Канаш округӗнчи пӗр ялта килӗнче ярса тытнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, вӑл преступление укҫашӑн тунӑ. Предприниматель ӑна парӑма тавӑрса паман.

Видеосӑнав камерисене пӑхнӑ хыҫҫӑн акӑ мӗн уҫӑмланнӑ: преступникпа шар курнӑ арҫын малтан пӗрле селфи тунӑ, темӗн ҫинчен калаҫнӑ, унтан Хӗл Мучи тумне тӑхӑннӑ ҫын лавкка хуҫине персе вӗлернӗ.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

03 Jan, 11:39


❗️Сĕнтĕрвăрринче пурăнакан Нина Кононова 100 çул тултарнă

Нина Николаевна Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи Çĕнĕ Салара çуралнă. Çемьере ултă ачаран чи асли пулнăран пĕчĕклех йывăр ĕçе кÿлĕннĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче Хусан таврашĕнче уй-хир ĕçĕнче тăрăшнă. Вăрçă хыççăн качча кайса тăватă ача çуратнă. Мăшăрĕпе кил-çурт çавăрнă.
Халĕ вăл хĕрĕпе пурăнать, ал ĕçĕпе аппаланать, кавир тавраш çыхать.

🔴 Саламлатпăр!

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

03 Jan, 04:31


❗️Çанталăк çинчен

Шупашкарта паян пĕлĕтлĕ çанталăк пулать, юрпа хутăш çyмăр çăвать. Сывлăш температури кăнтăрла – 1 градус сивĕрен пуçласа 1 градус таран ăшă, çĕpле – 4-6 градус сивĕ. Термометр халĕ 1 градус ăшă кăтартать.
Республикăн çурçĕр енчи округĕсенче кăнтăрла – 1-2 градус ăшă, кăнтăр енчи округсенче – 2 градус ăшă.

✈️ Мускавра паян 2-4 градус сивĕ пулать.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

02 Jan, 08:11


❗️Юрий Сементер паян çуралнă кунне паллă тăвать

Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер Красноармейски районĕнчи Танăш ялĕнче 1941 çулхи кăрлач уйăхĕн 2-мĕшĕнче çуралнă. 1974-2004 çулсенче вăл "Ялав" журналăн тĕп редакторĕнче ĕçленĕ.

🔴 Саламлатпăр!

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

02 Jan, 06:56


❗️Пĕрремĕш каналпа ентешсене кăтартаççĕ.

Элĕк округĕнче пурăнакан çамрăк фермер Кирилл Степанов "Видели видео" кăларăма валли ÿкерĕнме Мускава кайни çинчен маларах пĕлтернĕччĕ. Унта вăл Багира кушак çурине, чăха илсе кайнă. Кирилпа пĕрле амăшĕ те пынă.

Кăларăма паян, кăрлачăн 2-мĕшĕнче, 13:25 сехетре курма пулать.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

02 Jan, 06:51


❗️Полицейскисем ҫӑлнӑ

Ӗнер ирхи 5 сехетре Вӑрнарти пӗр ҫуртра пушар тухнӑ.

Хура тӗтӗм йӑсӑрӑлнине Дмитрий Якушинпа Евгений Игнатьев полицейскисем иртсе пынӑ вӑхӑтра асӑрханӑ. Ҫав вӑхӑтра 36-ри кил хуҫипе 34-ри мӑшӑрӗ, 3-ри хӗрӗ тата хӑнара пулнӑ ашшӗпе амӑшӗ ним туйми ҫывӑрнӑ. Аслӑ сержантсем вӗсене вӑратас тӗллевпе чӳречерен шаккама тытӑннӑ, тухма пулӑшнӑ.

Ҫӗнӗ ҫул каҫхине ҫемье мунча хутнӑ. Кайран унта ҫулӑм алхасма тытӑннӑ, вӑл ҫурт еннелле ҫывхарма тытӑннӑ. Шел, хуралтӑсем ҫунса кӗлленнӗ. Пушарнӑйсем ҫулӑма кӳршӗри ҫурт ҫине куҫма паман.

🔴 Асӑрхануллӑ пуласчӗ.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

02 Jan, 05:21


Шӳтлеҫҫӗ😂

«Ан ҫи, ку Ҫӗнӗ ҫул валли» акци раштавӑн 31-мӗшӗнче вӗҫленчӗ. Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен тепӗр акци пуҫланчӗ: «Хӑвӑртрах ҫи, унсӑрӑн пӑсӑлать».

🔴 Пӗлтӗрхи салатсене ҫисе пӗтертӗр-и?😂

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

02 Jan, 04:33


❗️Çанталăк çинчен

Шупашкарта паян пĕлĕтлĕ çанталăк пулать, юрпа хутăш çyмăр çăвать. Сывлăш температури кăнтăрла – 1 градус сивĕрен пуçласа 1 градус таран ăшă, çĕpле – 1-2 градус ăшă. Термометр халĕ 1 градус сивĕ кăтартать.
Республикăн çурçĕр енчи округĕсенче кăнтăрла – 1 градус сивĕрен пуçласа 1 градус таран ăшă, кăнтăр енчи округсенче – 0-рен пуçласа 2 градус таран ăшă.

✈️ Мускавра паян 2-3 градус ăшă пулать.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

01 Jan, 13:26


❗️Пӗрремӗшӗ - арҫын ача

Кӑҫал Чӑваш Енре ҫуралнӑ пӗрремӗш пепке - арҫын ача. Вӑл паян 2 сехет те 45 минутра Ҫӗмӗрлери медцентрта кун ҫути курнӑ. Йывӑрӑшӗ - 3,5 килограмм, тӑршшӗ - 52 сантиметр.

🔴 Сӑмах май, пӗлтӗр кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче ҫуралнӑ пӗрремӗш пепке хӗрача пулнӑ.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

31 Dec, 18:23


❗️2025 ҫулта мӗн кӗтет? Сирӗн валли - ӑшӑ саламсем.

Видеона ярса скриншот тӑвӑр та мӗнле салам лекнине комментарире ҫырса пӗлтерӗр.

🔴 Пурне те ҫывхарса килекен Ҫӗнӗ ҫулпа!🌟🧑‍🎄🎄☃️

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

31 Dec, 16:40


2025 ҫул мӗнле пулӗ?
Ҫулталӑк гороскопӗпе паллашсамӑр

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

07 Dec, 13:31


❗️Тӑватӑ чӗлхепе шӑрантарнӑ

Патӑрьел округӗнчи Ыхраҫырми шкулӗнче вӗренекенсем «Матушка-земля» юрра тӑватӑ чӗлхепе шӑрантарнӑ: вырӑсла, чӑвашла, тутарла тата акӑлчанла. Вӗсем Ҫӗмӗрле округӗнче раштавӑн 6-мӗшӗнче иртнӗ «Халӑхсен туслӑхӗнче - Раҫҫей пӗрлӗхӗ» конкурсра 3-мӗш вырӑна тухнӑ.

🔴Сӑмах май, мероприятие Чӑваш тата Тутар республикисенчи 11-17 ҫулсенчи шкул ачисемпе студентсем хутшӑннӑ.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

07 Dec, 09:10


❗️Чăваш халапĕсемпе паллаштарĕç

Коми Республикинче пурăнакансем пирĕн культурăпа çывăхрах паллашма пултарĕç. Раштавăн 8-мĕшĕнче унти Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче «Чăваш легендисем» проектăн презентацийĕ иртĕ.
«Улăп», «Асамат кĕперĕ», «Чемен» халапсем тăрăх ÿкернĕ видеороликсем кăтартĕç. Вĕсене скрайбинг техникипе хатĕрленĕ.

Ку ĕçе вырăнти чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕ Татьяна Фрайганг йĕркеленипе пурнăçланă. Вăл Комире пурăнакан халăхсен, çав шутра чăваш та, юмахĕсем тăрăх ÿкерчĕксем тунă. Вĕсене те кăтартĕç.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

07 Dec, 05:01


❗️Çанталăк çинчен

Шупашкарта паян уяр çанталăк пулать. Сывлăш температури кăнтăрла – 6 градус сивĕ, çĕpле – 7. Термометр халĕ те 6 градус сивĕ кăтартать.
Республикăн çурçĕр енчи округĕсенче кăнтăрла — 5-7 градус сивĕ, кăнтăр енчи округсенче — 6-7.

✈️ Мускавра паян 1-3 градус сивĕ пулать.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

06 Dec, 13:52


❗️Чечен каччи чăвашла юрлать

Висраил Хаманаев – Дагестанра çитĕннĕ чечен каччи. Вăл Шупашкарта пурăнать, университетра тухтăр профессине алла илнĕ. Çамрăкскер «Ту ачисем» ташă ушкăнĕ йĕркеленĕ. Вăл чăвашла та юрлать иккен.

🔴Пӑхма кӑмӑллӑ.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

06 Dec, 12:12


Кирлĕ пулĕ

Пÿлĕмре аван ÿсекен хăяр сорчĕсем:

1️⃣Уплетайка F1
2️⃣Крош F1
3️⃣Окошко F1
4️⃣Домосед F1
5️⃣Квартирант F1
6️⃣Балкончик F1

Вĕсем пÿлĕмре 3-5 литрлă савăтра çитĕнсе çимĕçпе савăнтараççĕ: çутă çителĕклĕ пулмалла, апатлантармалла.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

06 Dec, 11:02


Шÿтлеççĕ😂

- Кушака иртĕнтерсех ятăн, - тет мана упăшка. Ăнланма пултараймастăп, мĕншĕн çапла шухăшлать вăл?

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

06 Dec, 09:21


Пельмень çиме — Удмуртие

Çĕнĕ çулхи уявсенче Ижевск хулине çитсе килме сĕнетпĕр. Кăрлачăн 2-5-мĕшĕсенче унта «Пĕтĕм тĕнчери пельмень кунĕ» фестиваль иртĕ.

Кăçал çĕнĕлĕх кĕтет: «Раççейĕн гастрономи картти» лапам ĕçлĕ. Унта пельмень евĕр наци апачĕсене тутанса курма май пулĕ. Сăмахран, Мурманск облаçĕнче пăлан ашĕнчен хура тĕслĕ пельмень хатĕрлеççĕ, Бурятире — бууз, Дагестанра — курзе, Мари Элта — подкоголи. Алтай крайĕнче марал какайĕнчен пельмень пĕçереççĕ, Камчатка крайĕнче — краб ашĕнчен. Фестивальте чăвашсем те пулĕç, килен-каяна хуран куклипе хăналĕç.

🔴Пельмень çиме кăмăллатăр-и?

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

06 Dec, 07:59


Хусан çыннисене савăнтарнă

Хусанта наци культурисен «Хĕвел тухăç пасарĕ» фестиваль иртнĕ. Унта 33 çĕршыври тата Раççейри 17 регионти артистсем юрланă, ташланă. Чăваш Ен чысне Августа Уляндинăпа «Ярды» этно-фолк ушкăн тивĕçлипе хÿтĕленĕ. Программăпа килĕшÿллĕн ятарлă конкурс иртнĕ, Августа Васильевна лауреат пулса тăнă.
Палăртмалла: асăннă коллектив çак фестивале çулленех хутшăнать.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

06 Dec, 07:03


❗️2025 çулта кĕнекесем 7-10 процент хакланĕç.

Специалистсем палăртнă тăрăх, çакă полиграфи, логистика тăкакĕсем ÿснипе, маркетплейссем хăйсен комисси хакне хăпартнипе çыхăннă.
Хальхи вăхăтра кĕнекен вăтам хакĕ 460 тенкĕ шайĕнче, çитес çул вăл 492 тенкĕпе танлашĕ.

🔴 Эсир юлашки вăхăтра кĕнеке туяннă-и?
❤️ Ĕнер кăна туянтăм.
🤝 Нумаях пулмасть илнĕччĕ.
😱 Кĕнеке лавккинче темиçе çул пулман.
😍 Эпĕ интернетра электрон кĕнекесем вулатăп.
😐 Кĕнеке туянса укçа тăкаклама майсем çукрах.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

06 Dec, 06:23


❗️Дмитрий Любимова Паттăрлăх орденĕпе чысланă.

Ку наградăна вăл ятарлă çар операцине хутшăнса тивĕçнĕ. Ентеше пысăк ордена "Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем" фондăн Чăваш Енри филиалĕнче ЧР çар комиссарĕн пулăшуçи Артем Репкин панă. Чыславра Димăн ашшĕ-амăшĕ, пиччĕшĕ, тусĕсем пулнă.

🔴 Паттăра сывлăх сунатпăр.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

06 Dec, 05:45


❗️Халăх календарĕ тăрăх паян — Митрахван кунĕ. Православи чиркĕвĕ вара çветтуйсен йышне кĕртнĕ Митрофан епископа асăнать.

▶️ Çын савăнăçĕшĕн, телейĕшĕн тарăхма, вĕчĕрхенме юрамасть.
▶️ Паян çĕнĕ çурта е хваттере пурăнмашкăн куçма сĕнмеççĕ.

Халăх сăнанинчен:
— Паянхи кун ура айĕнчи юр кăчăртатсан çанталăк вăрах вăхăта уяртать.
— Пĕлĕтсем аяллăн шусан — вăйлах сивĕтет.

Александр, Алексей, Борис, Григорий, Иван, Митрофан, Серафим, Федор паян хăйсен менелникне паллă тăваççĕ.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

06 Dec, 04:46


❗️Çанталăк çинчен

Шупашкарта паян уяр çанталăк пулать. Сывлăш температури кăнтăрла – 4-5 градус сивĕ, çĕpле – 7-8. Термометр халĕ те 5 градус сивĕ кăтартать.
Республикăн çурçĕр енчи округĕсенче кăнтăрла — 4-5 градус сивĕ, кăнтăр енчи округсенче — 3-5.

✈️ Мускавра паян 3-4 градус сивĕ пулать.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

05 Dec, 19:12


🌟🌟🌟Ҫӗнӗ юрӑ 🌟🌟🌟

Людмила Засыпкина - «Итле чун юррине, атте».

✍️ Сӑвӑ авторӗ - Альбина Юрату.
🎶 Кӗвви - Александр Павловӑн.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

05 Dec, 13:12


Аварире 7 çын шар курнă.

Раштавăн 4-мĕшĕнче 20 сехетре Шупашкарти Мускав проспектĕнче виçĕ автомобиль çапăннă: васкавлă медпулăшу машини, "Шевроле Круз" тата "Мицубиси Лансер". 7 çынна медицина пулăшăвĕ кирлĕ пулнă.

Ĕç-пуçа Патшалăх автоинспекцийĕн ĕçченĕсем уçăмлатаççĕ. Çакă паллă: медиксен бригади пĕчĕк хĕрачана больницăна илсе кайнă чухне аварие лекнĕ. Телее, вăл аманман. Унăн 24-ри амăшне, 22 çулсенчи икĕ фельдшера тата "Мицубисире" ларса пынă 41-ри хĕрарăма медпулăшу панă хыççăн киле янă. Ытти транспорт хуçисем больницăра юлма килĕшмен.

🔴Çул çинче тимлĕ пулар.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

05 Dec, 12:22


Лăпкă тинĕсре пулă тытнă

Евгений Григорьев шоумен мăшăрĕпе Татьянăпа Бали утравĕ çинче канать. Вĕсем пĕр кунхине ирхи 4 сехетрех пулă тытма кайнă. Вăлтана шыва ярсан 1 минутранах махи-махи çакланнă. Ку – тинĕс пулли. Ăна, 5 килограмлăскере, Татьяна тытнă. Мăшăрне вара ытлашши ăнман: вăлтана пĕчĕк пулăсем кăна çакланнă. Анчах ку пĕлтерĕшлех мар, чи кирли – çĕкленÿллĕ кăмăл, çапла мар-и?

🔴Эсир пулă тытма кăмăллатăр-и?

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

05 Dec, 10:20


Турккă актерĕ Бурак Озчивит Мускава килнĕ

Вăл сериалта ÿкерĕнет-мĕн. Палăртнă тăрăх, гонорар 10 миллион тенкĕрен кая мар.

Бурак Раççейре кăçалхипе виççĕмĕш хут. Нарăс уйăхĕнче Мускавра "Турккă сериалĕсенчи музыка" концерта хутшăннă. Нумаях пулмасть Тутарстанра "Ёлки-11" фильмра ÿкерĕннĕ. Хальхинче вăл Мускава мăшăрĕпе, паллă актрисăпа Фахрийе Эвдженпа килнĕ. Вĕсем Мускаври паллă вырăнсенче уçăлса çÿреççĕ, çакна соцсетьри сăн ÿкерчĕксем çирĕплетеççĕ.

🔴Эсир Бурак Озчивит вылянă хăш сериала курнă?

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

05 Dec, 08:13


❗️Çеçпĕл Мишшине халĕ конверт çинче те курма пулать.

100 пин экземпляр тиражпа пичетленĕ конверт пичĕ çине Петр Чичкановăн ÿкерчĕкне вырнаçтарнă. Конверта классик çуралнăранпа 125 çул çитнине халалласа кăларнă.

🔴 Пирĕн паянхи ыйту: эсир конвертпа çыру яратăр-и?

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

05 Dec, 06:58


❗️Халăх календарĕ тăрăх паян — Прокоп кунĕ. Православи чиркĕвĕ вара Асап курса вилнĕ Прокопий çветтуя асăнать.

▶️ Авалхи вăхăтра паянхи кун чылай чухне çил-тăман тухнă, çулсене хупланă.
▶️ Паян кÿршĕ тăвар ыйтма каçсан хирĕçлеме сĕнеççĕ.

Халăх сăнанинчен:
— Паянхи кун йывăçсене пас тытсан çитес çул пахча çимĕç ăнса пулĕ.
— Паян çанталăк ĕнерхинчен ăшăрах пулсан хĕл юрлă килĕ, вăраха тăсăлĕ.

Алексей, Василий, Герасим, Афанасий, Илья, Иван, Петр, Максим, Владимир тата Перасковья паян хăйсен менелникне паллă тăваççĕ.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

18 Nov, 14:02


Анне
Пире кам ачашшăн
Лăпкать пĕчĕкрен,
Чипер çын тăвасшăн
Çунать чĕререн?
Кам тĕлĕкĕнче те
Курать-çке пирех,
Килте пуринчен
Тăрать иртерех?
Кам ир вучах чĕртнĕ —
Апат пĕçерет,
Ĕне суса кĕнĕ,
Ăш сĕт ĕçтерет?
Кам пултăр? Пĕлеççĕ
Туссем вăл камне:
Вăл пирĕн телей-çке,
Вăл — пирĕн анне.
Аркадий Ĕçхĕл

🔴 Çулталăкри чи кăмăллă та ăшă уяв çывхарать: Амăшĕн кунĕ. Эсир аннĕр валли парне хатĕрленĕ-и?

👍 Туяннă. Вырсарникун парнелĕп.
🤝 Маннă. Тавах аса илтернĕшĕн. Паян-ыранах илсе хурăп.
😢 Шел те, анне ку тĕнчере çук ĕнтĕ.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

18 Nov, 12:50


🌟Паллă çынна — 10 ыйту: Аида ВЕЛИКОВА юрăç, стилист, парикмахер.

1️⃣ Египетран илсе килнĕ парнесене валеçсе пĕтертĕр-и?
— Ман парикмахерскине килекен клиентсене пурне те чей, магнит тата парфюмсем шăп та лă‌п пĕр уйăх валеçрĕм!
2️⃣ Мĕншĕн сире чăваш эстрадин юрăçисен пĕрлештернĕ концертĕнче курма çук?
— Калама пултараймастăп. Ман пирки «Не наш формат» тенине илтнĕччĕ.
3️⃣ Ăçта кăна юрламан пуль: тинĕс ай кимминче те... Тата ăçта юрлас килет?
— Çапла, юрланă. Раççeй тăрăх çÿреме интереслĕ!
4️⃣ Çÿçе кама кастаратăр?
— Хамах касатăп. Эпĕ темĕн тума та пултаратăп.
5️⃣ Сирĕн гардероб питĕ пуян. Сцена çине тухмалли чи хаклă кĕпе миçе тенкĕ?
— Чи хаклă кĕпе, ятарласа çĕлетни, — 50 пин тенкĕ.
6️⃣ Эсир юрăсене Мускаври студире çыртарни мĕнпе çыхăннă?
— Мускаври артистсем — манăн юлташсем. Пулăшаççĕ те, хавхалантараççĕ те!
7️⃣ Имиджа час-часах улăштаратăр-и?
— Хама та, çынна та йăлăхтарас мар тесе тăтăшах улăштаратăп, ыттисене те хĕтĕртетĕп.
8️⃣ Куллен юрă-сăвă çыратăр. Кĕнеке кăларас шухăш пур-и?
— Хамăн 50 çулхи юбилей тĕлне тăрăшсах кăларатăп.
9️⃣ Хĕрарăмăн мĕншĕн вăйлă пулма тивет?
— Хальхи вăхăтра — уйрăмах! Вăй çынна çирĕплетет тата аталантарать, ирĕклĕ пулма май парать.
🔟 Ăнăçлă çынсене мĕншĕн юратмаççĕ?
— Эпĕ кашни кун чĕрери юратупа пурăнатăп. Мана юратаççĕ, çавăнпа эпĕ ăнăçлă та телейлĕ çын.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

18 Nov, 12:28


❗️Республикăри çул-йĕр çинче виçĕ кунра сыпкăллă 48 водителе тытса чарнă.

Аса илтерер: Чăваш Енре чÿк уйăхĕн 15-17-мĕшĕсенче "Ӳсĕр водитель" рейд иртнĕ. Ун вăхăтĕнче 48 водитель тĕлĕшпе протокол çырнă. Вĕсем е ÿсĕр пулнă, е медтĕрĕслев витĕр тухма килĕшмен. Хăйхискерсен машинисене ятарлă стоянкăна леçнĕ.

🔴 Статистика савăнтармасть.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

18 Nov, 12:16


❗️СВОна хутшăнакан Иван Григорьев Суворов медальне тивĕçнĕ.

Иван — Элĕкрен. Ку медаль унăн пĕрремĕш награди мар. Пĕлтĕрхи çу уйăхĕнче контракт алă пуснăскер "Ятарлă çар операцине хутшăнакан" тата Жуков медалĕсене тивĕçнĕ.

🔴 Мăнаçланатпăр.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

18 Nov, 08:30


❗️Ентешсем Чăваш тĕррин кунне уявлама хатĕрленеççĕ.

Шупашкар округĕнчи Шăнкассем хăйсен хапхине чăваш тĕррипе илемлетнĕ. Аса илтерер: Чăваш тĕррин кунне çуллен чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче паллă тăваççĕ.

🔴 Мĕнле пек?

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

18 Nov, 07:35


❗️Çул-йĕр правилисене пăснăшăн çитес çултан штраф виçине хăпартĕç.

Кун пирки информаци агентствисем хыпарлаççĕ. 2025 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса пиçиххипе çыхăнманшăн — 1500, хăвăртлăха юранинчен ытла ÿстернĕшĕн — 7500, правасăр çынна машинăна шанса панăшăн 45000 тенкĕ тÿлеттересшĕн. Штрафа маларах тÿлесен халĕ перекетлеме май пур. Ку çăмăллăха та пăрахăçласшăн имĕш.

🔴 Улшăнусене мĕнле йышăнатăр?

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

18 Nov, 06:51


❗️Халăх календарĕ тăрăх паян — Иона кунĕ. Православи чиркĕвĕ вара Иона çветтуя асăнать.

▶️ Паянхи кун авал хĕрсем ăнăçлă качча тухма кĕлтунă, юмăç та пăхнă.
▶️ Паян çул çинче тимĕр укçа асăрхасан та илме сĕнмеççĕ — пĕччен юлас хăрушлăх пулать-мĕн.

Халăх сăнанинчен:
— Паянхи кун тĕлне юр тĕл-тĕл кăна выртсан çитес çул ыраш ăнса пулĕ.
— Паян çил-тăман тухсан хĕл сивĕ те юрлă пулĕ.

Тимур, Григорий тата Тимофей паян хăйсен менелникне паллă тăваççĕ.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

18 Nov, 04:15


❗️Çанталăк çинчен.

Республикăра паян пĕлĕтлĕ çанталăк пулать. Сывлăш температури Шупашкарта кăнтăрла — 4-5 градус ăшă, çĕрле — 3-4.
Республикăн çурçĕр енчи округĕсенче кăнтăрла — 4-5 градус ăшă, кăнтăр енчи округсенче — 3-5.

✈️ Мускавра паян – 5-6, Сочире – 13-16, Хусанта 3-4 градус ăшă пулать.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

17 Nov, 14:40


❗️СВОра тăватă ентешĕ вилнĕрен Улатăрсем иккĕмĕш кун хурланаççĕ.

Округ администрацийĕ чÿк уйăхĕн 16-18-мĕшĕсенче хурлану кунĕсем пулассине пĕлтернĕ. Ятарлă çар операцийĕнче вĕсем харăсах тăватă ентешне çухатнă. Паттăрсен ячĕсем те паллă: Владимир Сидоров стрелок (Восход поселокĕнчен), Иван Васин стрелок (Стемас), Юрий Аверьянов стрелок-сапёр тата Роман Аникин командир (Алтышево).
Ĕнер те, паян та Улатăрсем нимĕнле хаваслă мероприяти ирттермен, ку чару ыранхи куна та пырса тивет.

🔴 Улатăрсемпе пĕрле эпир те хурланатпăр.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

17 Nov, 14:29


⭐️ Паллă çынна — 10 ыйту: Кирилл РЫБАКОВ юрăç, купăсçă.

1️⃣ Хăш юрру сана чапа кăларчĕ?
— Манăн шухăшпа, "Мантӑн-ши?" юрӑ.
2️⃣ Пĕр ĕçкĕре купăс калани мĕн чухлĕ килокаллори çунтарма пулăшать?
— Пĕлместĕп, тарасине пĕрле илсе ҫӳреместĕп.
3️⃣ Чăваш эстрадине çул хывма кам пулăшрĕ?
— Ротаци телепроекта хутшӑннӑ май Алексей Шадриков командинче пултăм. Çавăнта мана Алексей Валерьевич ҫул уҫрĕ.
4️⃣ Санăн концертна хăçан пырса курăпăр?
— Хальлĕхе ĕҫлемелли нумай, малтан ҫӗнӗ юрӑсем ҫыртармалла. Малашлӑхра, чăн та, хамăн пысăк концерта йĕркелессе шанатӑп.
5️⃣ "Мантăн-ши?" юрă мĕне пула хит пулчĕ?
— Вăл хитах пулчĕ тесех калаймастӑп, анчах ăна халӑх кӑмӑллать.
6️⃣ Чăваш юрăçине пуйма мĕн кирлĕ?
— Ку ыйтăва пуйсан хуравлăп.
7️⃣ "Авланас килет" юрă шăпуна витĕм кÿчĕ-и — çемье çавăртăн-и?
— Чӑнах та, ку юрра юрлама тытăнсан авлантӑм. Ҫемье ҫавӑрнăранпа кӑҫал виçĕ ҫул ҫитрӗ, пирӗн пепкемĕр раштав уйӑхӗнче икĕ ҫул тултарать.
8️⃣ Халăха чĕрĕ кĕвĕ мĕншĕн çывăхрах?
— Вăл кирек хăçан та чуна пырса тивет.
9️⃣ Купăс каласа çÿренипе çемьене тăрантарма пулать-и?
— Манăн шухăшпа, тӑрӑшсан пулать.
🔟 Андрей Малаховăн "Песни от души" кăларăмне каяс килет-и?
— Паллах, хутшăнас килет, маншăн ку ҫӗнӗ тӗрĕслев пулӗччĕ.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

17 Nov, 12:05


❗️Мунча вутăсăр ăшăнмасть.

К.В.Иванов ячĕллĕ академи драма театрĕн артисчĕ Василий Иванов тăван ялне, Çĕрпÿ округĕнчи Энĕшкасси Кушкăна, час-часах кайса çÿрет. Унта вăл алă усса лармасть: е пулла каять, е утă типĕтет...
Артист "Ман кун кĕнеки" телеграм-каналĕнче репетици, вĕренÿ саманчĕсене кăтартнипе пĕрлех ял пурнăçĕ пирки те манмасть. Паян вăл, сăмахран, вутă çурать.

🔴 Маттур вĕт пирĕн артистсем?

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

17 Nov, 05:01


❗️Çанталăк çинчен.

Республикăра паян пĕлĕтлĕ çанталăк пулать, юрпа хутăш çумăр çăвать. Сывлăш температури Шупашкарта кăнтăрла — 2-3, çĕрле — 5 градус таран ăшă.
Республикăн çурçĕр енчи округĕсенче кăнтăрла — 2-3 градус ăшă, кăнтăр енчи округсенче — 3-4 градус, çĕрле вара 5 градус таран ăшăтать.

✈️ Мускавра паян – 5-6, Сочире – 11-12, Хусанта 2-3 градус ăшă пулать.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

16 Nov, 16:20


Шÿтлеççĕ😂

Икĕ хĕр тус:
– Ĕнер Петя хăйне качча тухмасан ухмаха еретĕп терĕ! Эпĕ пурпĕрех хирĕçлерĕм.
– Вăт мĕнлерех! Ĕнер сана, паян ирхине мана качча чĕнчĕ.
– Суйман апла!

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

16 Nov, 12:51


❗️Шуршăлта аэрокосмос вĕрентĕвĕн центрĕ пулĕ.

Космонавтика музейне реконструкцилеме шухăшланине Владимир Путин Президент ырланă. Виçĕ хутлă комплексра планетари, хальхи йышши телескоплă обсерватори уçĕç. Центрта экскурсисем ирттерĕç, лекцисем вулĕç, астрономи сăнавĕсем тăвĕç.
Комплекса 2025-2027 çулсенче çĕклĕç.

🔴 Чăннипех мăнаçлă!

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

16 Nov, 12:42


⭐️ Паллă çынна — 10 ыйту: Влад АПАШ педагог, артист, сăвăç.

1️⃣ Шкулта француз чĕлхи предметне пăрахăçлани пăшăрхантармасть-и?
— Паллах, пăшăрхантарать. Эпĕ ăна 20 çула яхăн вĕрентнĕ вĕт. Халĕ лăплантăм ĕнтĕ.
2️⃣ Апашри халăх театрĕнче халĕ те каччă рольне вылятăр-и?
— Вылятăп. Анчах сцена çине тухиччен хама йĕркене кĕртме пĕр эрне диетăна пăхăнма тивет.
3️⃣ Коронавирус витĕм кÿнипе сăвă çырма тытăнтăр-и?
— Пандеми вăхăтĕнче француз юррин сăмахĕсене чăвашла куçарнинчен пуçланчĕ. Кайран хамăн шухăшсем сăвă йĕркисене хывăнчĕç.
4️⃣ Сăввăрсенчи юрату сăнарĕсем çумне мăшăрăр кĕвĕçмест-и?
— Ăна хăйĕнчен ыйтмалла. Эпĕ кĕвĕçнине курман, илтмен.
5️⃣ Видеоклип валли сăвва мĕне кура суйлатăр?
— Сăвва пĕрре вуланипех куç умне сăнарсем, ÿкерчĕксем тухса тăнине кура.
6️⃣ Куллен çĕнĕлĕх ăса хыватăр. Тата мĕн вĕренесшĕн?
— Тÿрех калаймастăп. Темĕн те вĕренес килет. Пĕр вырăнта тăмалла маррине пĕлетĕп.
7️⃣ Урок ирттернĕ чухне артист ăсталăхĕпе мĕнле самантсенче усă куратăр?
— Учителĕн чăннипех артист пулмалла. Кăмăл çук чухне питĕ пулăшать çакă. Класа кĕриччен виçĕ хут йăл кулатăп та алăка уçатăп.
8️⃣ Социаллă сетьре туссен йышĕнче сирĕн вĕренекен нумай-и?
— Йышлах мар пулин те, пур. Çамрăксен хăйсен пеккисемпе хутшăнас килет ĕнтĕ.
9️⃣ Пурнăçпа киленсе пурăнма çынна мĕн чарать?
— Мăн кăмăллăх, айванлăх, лайăххине курма пĕлменни.
🔟 Кăнтăрла кулнă чун каçхине мĕншĕн нăйкăшать?
— Чĕрĕ чун нăйкăшатех. Йăнăшсене тишкерсен, аса илÿ авăрне путсан — уйрăмах.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

16 Nov, 10:58


❗️Фермăра Павлуша хушăннă.

Элĕк округĕнчи çамрăк фермер Кирилл Степанов хăйĕн хуçалăхне павлин аçи илсе килнĕ. Вăл аякран çитнĕ, ăна Мускав пуйăсĕпе Шупашкара лартса янă.

Кирилăн Сулейман тата Серкан павлин аçисем пулнă, анчах вĕсем кăçал вилсе хуçине те, амасене те кулянтарнă. Хальхинче кайăка Павлуша ят панă.
Пĕр эрне карантинра тытнă хыççăн Павлуша амасем пурăнакан витене куçĕ.

🔴Хитре вĕт Павлуша?

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

16 Nov, 07:38


❗️Вилĕмсĕр поэтăмăр Çeçпĕл Мишши çуралнăранпа паян – 125 çул.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хăйĕн телеграм-каналĕнче нейросеть пулăшнипе классика чĕртсе тăратнă.

🔴 Кăмăллă вĕт?

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

16 Nov, 05:30


❗️Халăх календарĕ тăрăх паян — Сивĕ Анук кунĕ. Православи чиркĕвĕ вара Анна çветтуя асăнать.

▶️ Паянхи кунран пуçласа çынсем хĕл валли шăнтса хунă тĕрлĕ çырларан кĕсел, компот вĕретеççĕ.
▶️ Ача кĕтекенсене паянхи кун ĕçлеме сĕнмеççĕ — варти пепке канăçсăр пулас хăрушлăх пур-мĕн.

Халăх сăнанинчен:
— Паянхи кун тĕлне те юр ларман тăк çитес çул пахча çимĕç тухăçсăр пулĕ.
— Паян лапка-лапка юр çусан хĕл ăшă килĕ.

Александр, Анна, Василий, Владимир, Георгий, Иван, Илья, Егор, Кузьма, Николай, Павел, Петр, Семен, Сергей, Федор тата Федот паян хăйсен менелникне паллă тăваççĕ.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

16 Nov, 05:00


❗️Çанталăк çинчен.

Республикăра паян пĕлĕтлĕ çанталăк пулать. Сывлăш температури Шупашкарта кăнтăрла — 1 градус ăшă, çĕрле — 0 градус.
Республикăн çурçĕр енчи округĕсенче кăнтăрла — 0-рен пуçласа 1 градус таран ăшă, кăнтăр енчи округсенче — 0 градус, çĕрле вара 1 градуса çити сивĕтет.

✈️ Мускавра паян – 4-5, Сочире 10-12 градус ăшă пулать, Хусанта — 0-рен пуçласа 1 градус таран ăшă.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

15 Nov, 15:38


❗️Николай Николаева "Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тухтăрĕ" хисеплĕ ят панă.

Николай Станиславович — Федерацин травматологи, ортопедипе эндопротезировани центрĕн тĕп тухтăрĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

15 Nov, 15:14


❗️Ыран, чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче, ăçта каймалла?

Чăваш драма театрĕнче — "Юратăва çул парăр" камит (12+). Спектакль 18 сехетре пуçланать.
Вырăс драма театрĕнче — "Смешные деньги" камит (16+). Спектакль 18 сехетре пуçланать.
Пукане театрĕнче — "Царевна-лягушка" юмах (6+). Спектакль 10 сехет те 30 минутра тата 13 сехетре пуçланать.
Çамрăксен театрĕнче — "Сказка на коре" юмах (6+). Спектакль 12 тата 14 сехетре пуçланать.
Оперăпа балет театрĕнче — "Зори здесь тихие" опера (12+). Спектакль 18 сехетре пуçланать.

Шăматкуна ăнăçлă ирттермелле пултăр!
Сăн ÿкерчĕкре — "Юратăва çул парăр" спектакльти самант.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

15 Nov, 15:01


❗️Чăваш хĕрне Тутарстанра "Лада Гранта" çăмăл машина парнеленĕ.

Екатерина Кошкина — Вăрнар тăрăхĕнчи Мăн Явăшран. Ирĕклĕ майпа кĕрешсе Европа, тĕнче чемпиотачĕсенче, БРИКС вăййисенче палăрнă ентешĕмĕре ку парнене Альметьевск хулинчи спорт шкулĕ панă. Катя халĕ шăпах çавăнта ăсталăхне туптать.

🔴 Вăйлă спортсмена саламлар.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

15 Nov, 07:26


❗️23 çулти хĕр пурнăçĕшĕн тухтăрсем кĕрешеççĕ.

Паян, чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕнче, 8 сехет те 19 минутра Шупашкарти Вăрнар çулĕ çинче "Лада Гранта" 23-ри пикене пырса çапнă. Каçă умĕнче "Газель" чарăнсан вăл çул урлă чупса каçма шухăшланă, анчах тепĕр йĕр çинчи çăмăл машинăн 19 çулти водителĕ ăна курса ĕлкĕреймен. Хĕре больницăна илсе çитернĕ, лару-тăрăва тĕпчеççĕ.

🔴 Тăванăмăрсем, çула тухсан васкар мар.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

15 Nov, 04:31


❗️Халăх календарĕ тăрăх паян — Кĕлет-ампар кунĕ. Православи чиркĕвĕ вара Асап курнă Акиндинпа Пегасий çветтуйсене асăнать.

▶️ Авал çак кун çамрăксем кăвайт чĕртнĕ, юмăç янă. Çемьеллисем килти тĕпеле пуçтарăннă, вĕсем те пуласлăхра мĕн кĕтессине пĕлме хăтланнă.
▶️ Çавăн пекех çынсем паянхи кун туяннă куртка-пальто хуçине нумай вăхăт савăнтарассине ĕненеççĕ.

Халăх сăнанинчен:
— Паянхи кун пĕлĕтсем çиле хирĕç шусан часах юр çăвĕ.
— Ула кураксем кăнтăралла пăхса кранклатсан çанталăк ăшăтĕ.

Константин тата Марк паян хăйсен менелникне паллă тăваççĕ.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

15 Nov, 04:00


❗️Çанталăк çинчен.

Республикăра паян пĕлĕтлĕ çанталăк пулать, каç кÿлĕм вырăн-вырăнпа йĕпе юрпа хутăш çумăр çăвать. Сывлăш температури Шупашкарта кăнтăрла — 0 градус, çĕрле 0-рен пуçласа 1 градус таран сивĕ.

Куславккара: 0...+1
Сĕнтĕрвăрринче: 0...0
Çĕрпÿре: 0...-1
Муркашра: 0...-1
Етĕрнере: 0...-1
Çĕмĕрлере: 0...-1
Элĕкре: 0...-1
Хĕрлĕ Чутайра: 0...-1
Вăрнарта: 0...-1
Йĕпреçре: 0...-1
Красноармейскинче: 0...-1
Канашра: 0...-1
Комсомольскинче: 0...0
Тăвайра: 0...0
Вăрмарта: 0...-1
Елчĕкре: 0...-1
Патăрьелте: 0...-1
Шăмăршăра: 0...-1
Улатăрта: -1...0
Пăрачкавра: -1...0

✈️ Мускавра паян – 1, Сочире – 12-14 градус ăшă, Хусанта — 0-рен пуçласа 1 градус таран ăшă.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

25 Oct, 16:35


Култараççĕ😅

- Анне, борща тĕрĕс пĕçертĕм-и? - ыйтать кинĕ.
- Çук, тĕрĕс мар, - тет хунямăшĕ.
- Мĕнле пĕçермелле вара?
- Пĕлместĕп мĕнле, анчах кун пек мар!

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

25 Oct, 12:59


❗️Ыран, юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче, ăçта каймалла?

Трактор тăвакансен культура керменĕнче — Константин Рязанов концерчĕ (12+). Концерт 18 сехет те 30 минутра пуçланать.
Чăваш драма театрĕнче — "Ялта" драма (12+). Спектакль 18 сехетре пуçланать.
Вырăс драма театрĕнче — "Ужин по-французски" камит (16+). Спектакль 18 сехет те 30 минутра пуçланать.
Пукане театрĕнче — "Царевна-лягушка" юмах (6+). Спектакль 10 сехет те 30 минутра тата 13 сехетре пуçланать.
Оперăпа балет театрĕнче — "Бременские музыканты" юмах (0+). Спектакль 12 сехетре пуçланать.
Çамрăксен театрĕнче — "Кот в сапогах" мюзикл (0+). Спектакль 12 сехетре пуçланать.

Шăматкуна ăнăçлă ирттермелле пултăр!
Сăн ÿкерчĕкре — "Ялта" спектакльти самант.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

25 Oct, 10:54


Пахчаçăсем валли

Теплицăна халĕ хыр-чăрăш лăсси сапса хăварсан лайăх.
Çулçăпа танлаштарсан часах çĕрменнине кура вăл тăпрана 3 çул апатлантарать.
Лăсă сивĕ тытни çулла теплицăшăн уйрăмах лайăх.
Вăл çĕре хытма памасть, çавна май ÿсен-тăран тымарĕ лайăх сывлать.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

25 Oct, 07:33


❗️Çĕнĕ йышши 5 пин тенкĕ хут укçана çаврăнăша кăларнă.


Унăн пĕр енче Екатеринбургри "Европа-Ази" стелăна курма пулать, тепĕр енче — Челябинскри "Урал çинчен хывнă халап" палăка.

🔴 Çĕнĕ йышши хут укçа сире килĕшет-и?

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

25 Oct, 07:18


❗️Муркаш тăрăхĕнче ашшĕне вилмеллех хĕненĕ арçынна тытса чарнă.

Ку ĕç-пуç çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Исетерккĕ ялĕнче пулнă. Айăпланакан арçын, эрех ĕçсе ÿсĕрĕлнĕскер, хăйсен килĕнчен инçех мар вырăнта ашшĕне çапнă, тапнă. Хайхискер йывăр сурансене тÿсеймесĕр çав кунах больницăра вилнĕ.
Çамрăк çын хăйĕн айăпне нумай вăхăт йышăнман, ашшĕне машина çапса хăварнă тесе ĕнентерме хăтланнă. Анчах судпа медицина экспертизи арçын аварире суранланманнине палăртнă. Уголовлă ĕçе малалла тĕпчеççĕ.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

25 Oct, 06:28


⭐️ Паллă çынна – 10 ыйту: Марина КАРЯГИНА.

1️⃣Мĕн вăл сирĕншĕн поэзи?
— Мӗн пур ӳнер тӗсне пĕрлештерме пултаракан тӗлӗнтермӗш тӗнче: унта — тухатуллӑ чӗлхе асамӗ те, уҫлӑхрилле ҫураҫулӑх та, ӗмӗрсен тарӑн ӑсӗ те, ниҫта вырнаҫайми ҫулӑмлӑ туйӑм та, ӳкерчӗк те, кӗвӗ те...
2️⃣"Çĕн Кун Ачине" çырнă чухне нимрен ытла мĕн тĕлĕнтерчĕ?
— Ҫут тӗнчене уйрӑм миссипе килнӗ чӑваш ывӑлӗн чун-чӗре хӑвачӗ.
3️⃣Чăваш тĕнчене мĕнпе тĕлĕнтерме пултарать?
— Юлнӑ-ха чӑвашра авалтан сыхланса пынӑ хӑйне евӗрлӗх тӗпренчӗкĕсем! Тата чӑтӑмлӑхӗпе тенĕ пулăттăм.
4️⃣Таçта та кайса çÿретĕр. Чăвашсене мĕнле йышăнаççĕ?
— "Авалхи ӗҫчен, пултаруллӑ, ӑслӑ, илемлӗ халӑх", — тесе хисеплеҫҫӗ.
5️⃣Амфистроф епле çуралчĕ?
— Ӑнсӑртран. Ҫырса хунӑ йӗркене кутӑнла вуларӑм та тӗлӗнсе кайрӑм: вӗҫӗнчен урӑх шухӑш вуланать!
6️⃣Хăш тапхăрта çырнă сăвăсем хăвăра ытларах килĕшеççĕ?
— Хальлӗхе хама ҫырлахтарса ҫитерекеннисене ҫырман-ха.
7️⃣Тележурналистика сире мĕн парать?
— Ҫын хушшинче пулса тӑван халӑха тарӑнрах ӑнланма пулӑшать.
8️⃣Хайлавсене хăш жанрпа çырма ытларах кăмăллатăр?
— Ҫырас сӑмах мӗнле "кӗвве" выртать, ҫавӑ чуна пырать.
9️⃣Мĕн пур шухăшах палиндром урлă калама май килет-и?
— Мана вăл мӗн пур шухӑш-туйӑма сӑнлама май парать.
🔟Чăваш литературин паянхи шайĕ тивĕçтерет-и?
— Тивӗҫтереймест. Тивӗҫтерсен аталану та пулмасть. Ӗҫлетпӗр. Ҫыракан нумай. Чӗлхе пурӑнасшӑн пулнине пӗлтерет çакă.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

25 Oct, 06:18


❗️Халăх календарьне пăхсан паян — Çăлтăр шутлакан Андрон кунĕ.

▶️ Авал çак каç тÿпене сăнанă, çăлтăрсене шутланă, ÿкнине курсан ĕмĕт палăртнă.

Халăх сăнанинчен:
— Паянхи каç çалтăрсем янкăр çутă пулсан çанталăк çитес вăхăтрах сивĕтĕ, тĕксĕм пулсан — ăшăтĕ.
— Паян çил тÿлек вĕрсен çумăрлă çанталăк вăраха кайĕ.


Александр, Богдан, Денис, Иван, Кузьма, Лаврентий, Макар, Максимилиан, Мартин, Николай, Остап, Ян, Доминика паян хăйсен менелникне паллă тăваççĕ.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

25 Oct, 04:38


❗️Çанталăк çинчен.

Республикăра паян пĕлĕтлĕ, хушăран уяртакан çанталăк пулать, вырăн-вырăнпа çумăр çāвать. Сывлăш температури Шупашкарта кăнтăрла — 5-6 градус ăшă, çĕрле — 4-5. Канашра, Етĕрнере, Çĕмĕрлере — 4-5, Елчĕкре 5-6 градус ăшă пулать.

✈️ Мускавра та, Хусанта та паян 6-7 градус ăшă, Сочире — 14-16.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

24 Oct, 14:59


❗️Ыран, юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче, ăçта каймалла?

Чăваш драма театрĕнче — "Пилĕк пăтлă юрату" трагикамит (12+). Спектакль 18 сехетре пуçланать.
Вырăс драма театрĕнче — "Музыка для толстых" камит (16+). Спектакль 18 сехет те 30 минутра пуçланать.
Пукане театрĕнче — "Золотые слова" камит (16+). Спектакль 18 сехет те 30 минутра пуçланать.
Оперăпа балет театрĕнче — "Аттила" балет (12+). Спектакль 18 сехетре пуçланать.

Эрнекуна ăнăçлă ирттермелле пултăр!
Сăн ÿкерчĕкре — "Аттила" балетри самант.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

24 Oct, 13:17


❗️18 çулти каччă "каçхи лĕпĕш" ятĕнчен калаçса Шупашкар йĕкĕтне 30 пин ытла тенкĕсĕр хăварнă.

Шалти ĕçсен министерстви пĕлтернĕ тăрăх, тĕп хулара пурăнакан 22 çулти каччă каçа рехетленсе ирттерес тесе интернет урлă çăмăлттай пикене шыранă. Тупнă. Укçине малтанах куçарса панă. Анчах тĕл пулăва никам та килмен. Улталаканĕ Саратов облаçĕнчи Балаково хулинче пурăнакан 18 çулти каччă пулнă. Вăл шкулта та виçĕ класс кăна вĕреннĕ. Хайхискер улталанă вăхăтра проститутка тата сутенер ятĕнчен калаçнине следстви вăхăтĕнче тунман. Кĕçех суд пулĕ.

🔴 Аптăрамалла.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

24 Oct, 11:59


❗️Чăваш патшалăх аграри университечĕн студенчĕ Никита Громов тĕнче шайĕнчи конкурсра çĕнтернĕ.

Ял хуçалăх отраслĕнчи çĕнĕлĕхсене халалланă конкурс Туркменистанра иртнĕ. Унта пирĕн Никитăна "Пуçлă купăстана сиенлемесĕр тиемелли хатĕр" проектшăн I степень Дипломпа чысланă.

🔴 Маттур. Саламлатпăр!

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

24 Oct, 11:07


❗️Патшалăх Думинче "Герой ашшĕ" курав уçăлнă.

Выставкăра Раççей Геройĕсен портречĕсене ашшĕсем тытса ÿкерĕннĕ сăн ÿкерчĕксем вырăн тупнă. Куравра Елчĕк тăрăхĕнчи Алексей Петровăн хăйĕн ывăлĕн Николай Петровăн портречĕпе сăнланнă сăн ÿкерчĕкĕ те пур.
Мускаврах чыслав иртнĕ. Унта Николай Петровăн ашшĕпе амăшне паттăр ывăл ÿстернĕшĕн Патшалăх Думин медалĕпе наградăланă.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

24 Oct, 10:47


❗️Мурманск облаçĕн кĕпĕрнаттăрне Андрей Чибиса вĕлерме тăнă çынна çирĕп режимлă колоние 13 çуллăха ăсатнă.

Аса илтеретпĕр: Шупашкарта çуралса ÿснĕ Андрей Чибиса кăçалхи ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче Апатиты хулинчи "Строитель" культура çуртĕнче халăхпа тĕл пулнă хыççăн Александр Быданов (иккĕмĕш сăн ÿкерчĕкре) çĕçĕпе хырăмĕнчен чикнĕччĕ. Телее, ентешĕмĕре тухтăрсем операци туса çăлса хăварчĕç. Суд вара паян пулнă.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

24 Oct, 10:28


https://t.me/chuvashenkalasat

❗️Чăвашла тепĕр телеграм-канал пур. Унта интереслĕ те кирлĕ хыпарсем пичетлеççĕ.

🔴
Çырăнар-и? Вуласа тăрар-и?

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

24 Oct, 10:09


❗️Çитес çул Чăваш Енре — Çĕнтерÿпе патриотлăх çулталăкĕ.

Кун пирки калакан хушăва республика Пуçлăхĕ Олег Николаев паян, юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче, алă пуснă. Çулталăка Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитсе пынине тата ветерансемпе тыл ĕçченĕсен паттăрлăхне халаллама йышăннă.

Сирĕн шухăшпа, Çĕнтерÿпе патриотлăх çулталăкĕнче чи малтан мĕн шута илмелле, епле мероприятисем ирттермелле?

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

24 Oct, 07:01


❗️СВОна хутшăнакан Сергей Моисеев Жуков медальне тивĕçнĕ.

Сергей Николаевич ятарлă çар операцине хăйĕн ирĕкĕпе тухса кайнă. Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсен ретне тăриччен вăл Йĕпреç районĕнчи (халĕ округ) Шăрттан ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ.

🔴 Мăнаçланатпăр. Саламлатпăр.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

24 Oct, 06:46


❗️ТикТокри 98 çулти блогерăн чĕри тапма чарăннă.

ТикТок пăхма кăмăллакансем ăна лайăх паллаççĕ, пĕлеççĕ. Баба Маша апат-çимĕç рецепчĕсемпе паллаштаратчĕ, кил хуçи арăмĕсене чылай вăрттăнлăха уçатчĕ. Тата пурнăçа питĕ юрататчĕ. Унăн аккаунтне 3 миллион ытла çын çырăннăччĕ.

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

24 Oct, 05:22


❗️Халăх календарьне пăхсан паян — Филипп кунĕ.

▶️ Авал çак кунран пылчăк çăрăлма пуçланă.
▶️ Филипп кунĕнче пылчăк
çине ăнсăртран пусни ырра систернĕ.

Халăх сăнанинчен:
— Паянхи кун тĕлне юр ларсан çитес çул тухăçлă пулĕ.
– Паян юр çусан хĕл сив
ĕ килĕ.

Александр, Илларион, Лев, Макар, Филипп, Зинаида паян хăйсен менелникне паллă тăваççĕ.