ПУРИНЧЕН МАЛТАН (@nikamran)の最新投稿

ПУРИНЧЕН МАЛТАН のテレグラム投稿

ПУРИНЧЕН МАЛТАН
Хыпарсене никамран малтан пĕлтеретпĕр. Хыпарсем пулсан çырăр: @Andreich07
2,320 人の購読者
13,379 枚の写真
1,252 本の動画
最終更新日 11.03.2025 01:36

類似チャンネル

Денис Спирин
2,198 人の購読者
За гранью 21
1,742 人の購読者

ПУРИНЧЕН МАЛТАН によってTelegramで共有された最新のコンテンツ

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

29 Jan, 08:33

1,059

❗️Китай ҫыннисем Чӑваш Енре туса кӑларнӑ качака сӗтне ӗҫме пуҫлӗҫ

Ӑна унта Шупашкар округӗнчи «Деревенский дворик» аграри кооперативӗ ӑсатма тытӑнасшӑн.

Асӑннӑ предприятире сӗте 2020 ҫултанпа кӗленче савӑта тултарса сутаҫҫӗ, Раҫҫейри 27 региона ҫитереҫҫӗ.

🔴 Китай ҫыннисем Чӑвашри чӑх урисене кӑна мар, качака сӗтне те кӑмӑлласса шанатпӑр.
ПУРИНЧЕН МАЛТАН

29 Jan, 07:52

1,065

❗️Аварире 16-ри хӗр суранланнӑ

Ӗнер 16 сехетсенче Ҫӗнӗ Шупашкарти Совет урамӗнче «Опель» автомобиль «Хёндене» пырса тӑрӑннӑ.

«Хёндере» автошкулӑн инспекторӗпе 16-ри курсант ларса пынӑ. Хӗре медиксен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ӑна киле янӑ.

🔴Ҫул ҫинче асӑрханулӑх пирки манас марччӗ.
ПУРИНЧЕН МАЛТАН

29 Jan, 07:13

1,245

❗️Паллӑ Раҫҫей киноактерӗ Андрей Градов паян ҫуралнӑ кун ячӗпе саламсем йышӑнать

Вӑл Мускавра ҫуралнӑ. 9 ҫулта амӑшӗсӗр юлнӑ, йӑмӑкӗпе иккӗшне кукашшӗпе кукамӑшӗ - Иоаким Максимов-Кошкинскипе Тани Юн - ҫитӗнтернӗ. Андрей Градов Щукин ячӗллӗ театр училищинче вӗреннӗ. 1977 ҫултанпа кинофильмсемпе сериалсенче ӳкерӗнсе ҫӗр-ҫӗр роль калӑпланӑ.

🔴 Саламлатпӑр!
ПУРИНЧЕН МАЛТАН

18 Jan, 09:42

777

🌟🌟🌟Ҫӗнӗ юрӑ🌟🌟🌟

Яша Федоров - «Ту юрату»
ПУРИНЧЕН МАЛТАН

17 Jan, 18:00

1,065

Шÿтлеççĕ😂
ПУРИНЧЕН МАЛТАН

17 Jan, 15:56

1,139

❗️Алина Федоровăна "Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă

Алина Федорова концертсем йĕркеленипе, уяв каçĕсене хутшăннипе пĕрлех Эстрада артисчĕсен пĕрлĕхĕн тилхепине те нумай çул çирĕп тытса пырать. Хушăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев алă пуснă.

🔴 Саламлатпăр.
ПУРИНЧЕН МАЛТАН

17 Jan, 15:47

1,047

❗️Шупашкарти аварире 16-ри хĕрĕн пурнăçĕ татăлнă

Тискер авари паян, кăрлач уйăхĕн 17-мĕшĕнче, кăнтăрла иртсен пулнă. "Яхтинг" пĕрлешÿ тĕлĕнче çул урлă каçакан студенткăна "Хендай Санта Фе" автомобиль вилмеллех таптанă. Руль умĕнче 20-ри хĕр пулнă. Малтанлăха палăртнă тăрăх, çул çитмен ача вилĕмĕшĕн шăпах вăл айăплă. Ĕç-пуçа малалла тишкереççĕ.

🔴 Мĕн тери пысăк хуйхă.
ПУРИНЧЕН МАЛТАН

17 Jan, 12:43

1,046

❗️Мӑнукне пӑвса вӗлернӗ хӗрарӑма сиплеме ярасшӑн

Пӗлтӗр ака уйӑхӗнче Шупашкарта пулнӑ инкек чылайӑшне сехӗрлентерчӗ. 61-ри хӗрарӑм 9-ти мӑнукне пӑвса вӗлернӗ.

Ҫак кунсенче ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ уголовлӑ ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ. Тӗрлӗ экспертиза ирттернӗ хыҫҫӑн хӗрарӑм психика чирне пула хӑй мӗн тунине ӑнланман тесе палӑртнӑ. Специалистсем ӑна медицина учрежденийӗнче сиплеме сӗннӗ. Ҫитес вӑхӑтра унӑн шӑпине суд татса парӗ.
ПУРИНЧЕН МАЛТАН

17 Jan, 11:18

1,030

❗️Улатăрти Герасим манах ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă

Герасим (Богатырев) иеродиакон Дзержинский хулинчи Николо-Угрешский семинарийĕнче вĕреннĕ, Улатăрти Çветтуй Троица мăнастирĕнче нумай çул ĕçленĕ, унтах манаха тухнă. Ятарлă çар операцине хăй ирĕкĕпе кайнă, унта хастарлăхпа хăюлăх кăтартса "Паттăрлăхшăн" медале тивĕçнĕ. Тăшман пульли ят-сумлă манаха пĕлтĕрхи раштав уйăхĕн 14-мĕшĕнче вĕлернĕ.

🔴 Хурланатпăр.
ПУРИНЧЕН МАЛТАН

17 Jan, 09:48

1,176

❗️Шупашкарти Çĕнтерÿ паркĕ çавăн пек пулĕ

Ăна икĕ-виçĕ çулта хăтлăлатасшăн. Пĕрремĕш тапхăрĕнче, кăçал, тавралăха сăнама май паракан кĕпер тума, паллă пулăмсемпе паллаштаракан стела, Паттăрсен ячĕсене çырнă плита вырнаçтарма, ятарлă çар операцине хутшăнакансене халалланă палăк лартма палăртнă.

🔴 Чăтăмсăррăн кĕтетпĕр.