Хайхискер пакунлисен аллине лекиччен Маршак, Чапаев, Афанасьев, Красин, Иванов, Герцен урамĕсенче вăрттăн 19 вырăна (пурĕ 80-е яхăн грамм) наркотик хума ĕлкĕрнĕ. Хăйĕн çумĕнче тата 29 чĕркем мефедрон (155 ытла грамм) пулнă.
✅ Пике тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă, ăна ирĕксĕр хăварнă. Суд йышăнăвĕпе хĕре 20 çуллăха колоние ăсатма пултараççĕ.