Ырӑ кун пултӑр пурне, хисеплӗ ӗҫтешӗмӗрсем. Ҫак конференци питӗ актуаллӑ, вырӑнлӑ паянхи кун. Мӗншӗн тесен пирĕн халь халӑхӑмӑрӑн историне пӗлнӗ-пӗлмен пӑтратакан псевдоисториксем нумайланса кайнине кура, мӗнле кӑна сиен курмастпӑр пуль. Вӑхӑтӗнче хурав пама, ҫырса ӑнлантарма вӑхӑт ҫителӗксӗр пулнине кура тин ҫеҫ хуравлатӑп, хаклӑ ҫыннӑмӑрсем. Историре пӗр енчен тепӗр енне тайӑлса ҫӳрени вырӑнсӑр. Мӗнпур факторсене шута илсе пӗтӗмлетӳ тунипе килӗшме пулать , паллах. Вырӑсла каласан , "объективлӑ" пулмалла. Историре хӑйӗн методологи пур. Вӑл историри пулӑмсене тӗпчекен пӗтӗмӗшле методсемпе принципсен системинчен тӑрать. Принципӗсем вара чи вӑйлӑ самант, ӑна пӑхӑнман историкӑн ӗҫӗ нимӗн патне те илсе ҫитермест. Вырӑсла " это путь в никуда ". Пушӑ ӗҫ ,- тетпӗр ун пек ӗҫсене.
Хальхи саманара вӗсем купипе.
Ахальтен мар историксем , калӑпӑр, пахча-ҫимӗҫ ӳстӗрнӗ ҫӗртри, электроника ӗҫӗсӗмпе ҫыхӑннӑ
е нефтьпе газ сферинчи специалистсемпе пӗр тан ӗҫе ӗҫлеймеҫҫӗ.
Ҫаплах ытти сферӑра ӗҫлекенсем историксемпе танлашма пултарайманни , куҫкӗретех. Каҫарӑр та, истори факультетне пӗтернӗ ҫын ҫеҫ хронологи, палеографи, историографи, источниковедени, топографи , этнологи, археологи, петӗмӗшле каласан, унӑн методологи тата ытти професси шайӗнчи наукӑсен вӑртӑнлӑхӗсене алла илсе хӑйӗн тӗпчев ӗҫӗнче усӑланма пултарать. Ҫавӑнпа мӗн каласан та, профӗссионал мар ҫыннӑн пӗтӗмешле курӑмӗ те ҫакна ҫирӗплетсе парать.
Чӑвашсен авалхи этногенезӗн тӗрлӗ тапхӑрӗсенче мӗн кӑна пулса иртмен. Унта чӑвашсен тӑхӑмӗсем ( тӑхӑмӗсем - предки) пирки каласан, унта алтай чӗлхисен ҫемьин (тӗрӗк халӑхӗсен) представителӗсемсӗр пуҫне индоевропа чӗлхисен ҫемьин ( вӗсӗн шутнех кӗреҫҫӗ шумерсем , скифсем, сарматсем, дахо- массагетсем тата ыттисем те - урӑхла каласан иран чӗлхеллӗ халӑхсем) представителӗсем те хутшӑнса ҫакӑн пек пуян чӗлхеллӗ халӑх пулса аталанма пултарнӑ пирӗн чӑвашсем. Ҫав историри аталану тапхӑрӗсенче эпир тӗрлӗ ятпа каланӑннӑ ( сӑмахран, чӑвашсене пӗр вӑхӑтӗнче пӗр тӗрлӗ, тепӗр вӑхӑтӗнче "сувар", "суваз" е "пугур", "пӑлхар" тесе чӗннӗ). Паянхи кун пирӗн халӑх "чӑваш" тесе каланӑнать. Ҫавӑнпа пӑтранни вырӑнсӑр.
Ытти халӑхсен те маларахри тапхӑрӗсенче урӑхла ячӗсем пулни паллӑ. Сӑмахран, ӗлӗкрех пулнӑ документсенче пушкӑртсен те, мари е удмурт халӑхӗсен те ячӗсем кусем - паянхисем пулман. Историри докуменчӗсенче пӗрремӗш пинҫуллӑх пуҫламӑшӗнче , калӑпӑр, мари ятлӑ халӑх ҫук, тупса пулмасть, пачах. Мӗншӗн тесен вӗсене урӑх ятпа ҫырса кӑтартнӑ - " черемисы", - тенӗ. Ҫаплах авалхи ингевонсем те, паян ун пек ятлӑ халӑх ҫук, халь вӗсем урӑхла каланаҫҫӗ. Удмуртсем те ҫаплах - ӗлӗкхи документсенче вӗсене "вотяксем",- тесе чӗннӗ .
Тӑвансем, пӑтратас мар тӗпчесе тупсӑмне тупнӑ темӑна. Пӑтранас та мар. Ҫырав (перепись) вӑхӑтӗнче те, урӑх чухне те. Мӗншӗн пирӗн халӑхӑмӑрӑн шучӗ кемнӗ? Мӗншӗн тесен ҫак пӑтранчӑклӑх пулнипе. Чӑвашсенчен нумайӑшӗ хӑйсене "эпир чӑваш мар, имӗш, эпир суварсем е пӑлхарсем",- тесе ҫыртарнипе те.
Тӗрӗс, эпир сӑвар, пӑлхарсем , анчах маларахри историри тапхӑрта. Халь эпир ЧӐВАШСЕМ. А пирӗн чӗлхере ытти чӗлхесен ҫемйинчи халӑхсен сӑмахӗсем пулни, сӑмах пӗрпеклӗхӗсем пулни, паллах, тепӗр хут эпир авалхи халӑх пулнине ҫирӗплетсе парать. Ахальтен мар пирӗн халӑхӑн этногенезӗпе ҫыхӑннӑ ҫичӗ ытла теори уҫса парать ҫак пулӑма.
❗❗❗Ҫакна тӗрӗс ӑнланмалла❗❗❗
Халь интернетра информаци пуррин ансатлӑхӗ те нумайӑшне хӑйсене истори тӗлӗшӗнчен хӑйне евӗрлӗ пӗтӗмлетӳсем тума ирӗк панине те куратпӑр. Анчах ҫакна та каласа хӑварас килет: шел пулин те, халь интернетра ырри, пахисӗр пуҫне питӗ нумай рецензи урлӑ иртмен суя материал нумай. Вӗсене шанса пулмасть. Вӗсем плагиат системине те иртме пултараймаҫҫӗ.
Тата тепӗр самант: нихӑш халӑх та (пушкӑртсене илсен те, ыттисене илсен те) хӑйсен историне ҫапла пӑтратмаҫҫӗ. Пушкӑртсем эпир "остяксем" е "мад'ярсем" ( кусем вӗсен теорипе килӗшӳллӗн ӗлӗкхи ячӗсем), - тесе те ҫыртармаҫҫӗ ҫыравра ( перепись вӑхӑтӗнче). Ҫаплах мари е удмурт халӑхӗсем те
ҫырав ( перепись) вӑхӑтӗнче хӑйсене
ӗлӗкхи ятпа ҫыртарса пӗрре те арпашмаҫҫӗ.