آخرین پست‌های ПУРИНЧЕН МАЛТАН (@nikamran) در تلگرام

پست‌های تلگرام ПУРИНЧЕН МАЛТАН

ПУРИНЧЕН МАЛТАН
Хыпарсене никамран малтан пĕлтеретпĕр. Хыпарсем пулсан çырăр: @Andreich07
2,320 مشترک
13,379 عکس
1,252 ویدیو
آخرین به‌روزرسانی 11.03.2025 01:36

آخرین محتوای به اشتراک گذاشته شده توسط ПУРИНЧЕН МАЛТАН در تلگرام

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

30 Jan, 11:03

919

❗️Кӑҫал пӗрремӗш йӗкӗреш ҫуралнӑ

Канашри Семеновсем виҫӗ эрне каялла ывӑлпа хӗрӗн ашшӗпе амӑшӗ пулса тӑнӑ. Ӗнер ачасене Перинаталь центрӗнчен кӑларнӑ.

Пепкесем 38-мӗш эрнере ҫуралнӑ. Кашниех 3-шер килограмм ытла тайнӑ. Чи малтан Александра кун ҫути курнӑ, тепӗр минутран - Дмитрий.

🔴Саламлатпӑр!
ПУРИНЧЕН МАЛТАН

30 Jan, 10:18

910

❗️Клавдия Ижетниковăна Çĕнтерÿ пулнăранпа 80 çул çитнине халалласа кăларнă юбилей медалĕпе чысланă

101 çулти Клавдия Гавриловна — Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи Çĕнĕ Атикассинчен. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине вăл 1942 çулта хăйĕн ирĕкĕпе тухса кайнă, автоматчиксен ротин йышĕнче тăшманпа çапăçнă. Йывăр аманнă, унăн кăкăрне виçĕ ванчăк тăрăннă.

Вăрçă хыççăн вăл ача чухнехи ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ — вĕрентекен пулса тăнă. Ĕмĕр тăршшĕпех кăмăлланă ĕçĕнче вăй хурса темиçе ăрăва тарăн пĕлÿ панă. Паянхи кун вăрçă ветеранĕ виçĕ ачин, ултă мăнукĕн, мăнукĕсен вун пĕр ачин юратăвĕпе киленсе пурăнать.

🔴 Клавдия Гавриловнăна çирĕп сывлăх сунатпăр!
ПУРИНЧЕН МАЛТАН

30 Jan, 09:27

1,495

❗️Ултавçăсем çынсене укçасăр хăвармалли тепĕр мел шухăшласа кăларнă

Парăма СБП урлă тÿлемешкĕн телеграма QR-код ярса параççĕ, çавăнтах "парăма вăхăтра татмасан харпăрлăхри пурлăха туртса илесси" пирки асăрхаттараççĕ. Экспертсем кун йышши СМС-çырусене шанмалла маррине пĕлтереççĕ, парăм пуррипе çуккине "Госуслуги" портала кĕрсе тĕрĕслеме сĕнеççĕ.

🔴 Тимлĕ пулăр, çывăх çыннăрсене те асăрхаттарса хурăр.
ПУРИНЧЕН МАЛТАН

30 Jan, 09:18

928

❗️Мунчара ҫӑвӑнакан хӗрарӑмӑн телефонне вӑрланӑ

Ҫакӑншӑн Елчӗк округӗнчи 38 ҫулти арҫыннӑн суд сакки ҫине ларма тивӗ.

Ку пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче пулнӑ. Арҫын каҫхине Елчӗкри нумай хваттерлӗ ҫуртсен ҫывӑхӗнчи мунча ҫенӗкне кӗрсе телефон йӑкӑртнӑ. Ҫав вӑхӑтра хуҫи мунчара ҫӑвӑннӑ. Арҫын ӑна 3 пин тенкӗ ытла сиен кӳнӗ.

🔴 Алӑкне мӗншӗн питӗрмен-ши?
ПУРИНЧЕН МАЛТАН

30 Jan, 08:16

1,463

❗️Ятарлӑ ҫар операцийӗнче «Мунча ташши» тесе ҫырнӑ УАЗ ҫӳрет

Ӑна ентеш салтаксем валли Петр Ермолаев кулӑш ӑсти, юрӑҫ илсе панӑ. Машинӑна СВОна ӑсатни чылай пулать. Анчах ҫакӑн пирки вӑл тин ҫеҫ хыпарланӑ.

Петр ентешсене чӗрӗ-сывӑ, машинӑпа пӗрлех таврӑнма суннӑ.

🔴 Ырӑ ҫын ӗҫӗнчен паллӑ.
ПУРИНЧЕН МАЛТАН

30 Jan, 07:02

1,359

❗️Паллӑ чӑваш блогерӗ шкул ачисене вӗрентет

Константин Доброхотов тӑван ялӗнчи, Елчӗк тӑрӑхӗнчи Патреккелти, пӗлӳ ҫуртӗнче практика тухать. ЧПУн чӑваш филологийӗн уйрӑмӗн юлашки курс студенчӗ ачасене чӑваш чӗлхипе литература вӗрентет.

Урокра тунӑ сӑн ӳкерчӗксене вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑн ӑна Константин Ивановпа та, Никита Бичуринпа та танлаштаракан тупӑннӑ.

🔴 Мӗнле шухӑшлатӑр: пӗрпеклӗх пур-и?
ПУРИНЧЕН МАЛТАН

30 Jan, 06:13

1,262

❗️Паян Антоний кунӗ

Халӑх сӑнанинчен:
▶️Паянхи кун ӑшӑ ҫанталӑк хуҫалансан ыран сивӗтет.
▶️Юр ҫуни — ҫуркунне кая юлса килессе.
▶️Ула кураксем йывӑҫ тӑррине ларни — ҫанталӑк сивӗтессе.

🔴 Паянхи кун ӑнӑҫлӑ пултӑр.
ПУРИНЧЕН МАЛТАН

29 Jan, 13:18

1,024

❗️Шупашкарти пӗр колледжри преподаватель тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ

Вӑл пӗлтӗрхи пуш-ака уйӑхӗсенче 3-мӗш курсри икӗ студенткӑран 3-шер пин тенкӗ взятка илнӗ. Куншӑн «Ют чӗлхе» дисциплинӑпа зачет лартса панӑ, вӗсен пӗлӗвне тӗрӗслемен те.
ПУРИНЧЕН МАЛТАН

29 Jan, 10:12

1,356

❗️Анатолий Музыкантова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чыслӗҫ

Ҫакӑн ҫинчен калакан хушӑва республика Пуҫлӑхӗ алӑ пуснӑ.

Анатолий Музыкантов - Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнчи Турхан Упи ялĕнче кун çути курнă. «Сувар» тата «Суварята» ансамбльсене йĕркеленĕ. Чăваш халăх ташшине аталантарассипе чылай çул ĕçлет.

🔴 Сӑмах май, паян вӑл 75 çулхи юбилейне халалласа Трактор тӑвакансен культура керменӗнче концерт ирттерет.
ПУРИНЧЕН МАЛТАН

29 Jan, 09:11

2,158

❗️Леонид Антонова Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн директорне çирĕплетнĕ

Леонид — Элĕк тăрăхĕнчен. Вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче филолога вĕреннĕ, Кемĕрти аслă шкулта культурăри маркетинг енĕпе ăсталăхне туптанă. "Янташ", "Асамат" эстрада ушкăнĕсен солисчĕ пулнă.