Последние посты ПУРИНЧЕН МАЛТАН (@nikamran) в Telegram

Посты канала ПУРИНЧЕН МАЛТАН

ПУРИНЧЕН МАЛТАН
Хыпарсене никамран малтан пĕлтеретпĕр. Хыпарсем пулсан çырăр: @Andreich07
2,320 подписчиков
13,379 фото
1,252 видео
Последнее обновление 11.03.2025 01:36

Похожие каналы

chuv
1,691 подписчиков
Минспорт Чувашии
1,607 подписчиков

Последний контент, опубликованный в ПУРИНЧЕН МАЛТАН на Telegram

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

07 Mar, 11:44

1,308

❗️Патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă

Елчĕк округĕнчи Элекçей Тимешри Красновсен 3 ача çитĕнет: Иван, Матвей, Анастасия. Кил хуçи лавкка тытать: улма-çырла, пахча çимĕç сутать. СВОна хутшăнакансем валли гуманитари пулăшăвĕ пухас, ăна вĕсем патне илсе çитерес енĕпе тимлет. Мăшăрĕ — декрет отпускĕнче.

Пĕлтĕр Красновсем Шупашкарта ипотекăпа хваттер туяннă. Республикăри амăшĕн капиталĕ пурри вырăнлă пулнă — çемье унпа кредитăн пĕр пайне тÿлесе татнă.

🔴 Ытарма çук килĕшÿллĕ çемье. Уйрăмах пиччĕшĕпе шăллĕ пĕр-пĕрне мӗнле ыталанине пӑхма кăмăллă😍
ПУРИНЧЕН МАЛТАН

07 Mar, 09:09

1,345

❗️Хĕрарăм водительсене çывхарса килекен уявпа саламланă

Çĕмĕрлери çул-йĕрпе патруль службин инспекторĕсем «Автоледи валли – чечексем» акцие хутшăннă. Вĕсемпе пĕрле хĕрарăмсене патруль ĕçченĕн формине тăхăннă Миша Еремеев саламланă.

Чечек тытса тăракан полицейскисемпе арçын ачана курсан пурте савăннă, кăмăла çĕкленĕшĕн тав тунă.

🔴 Мĕнле кăмăллă!
ПУРИНЧЕН МАЛТАН

07 Mar, 07:45

1,258

❗️Вырăс арçынни чăвашла калаçакансен клубне йĕркеленĕ

Самар хулинчи Сергей Захаров ку ĕçе 3 çул каялла пуçăннă. Вăл çынсене тÿлевсĕрех вĕрентет.

Чи тĕлĕнмелли: Сергей – вырăс. Журналист ĕçпе облаçри районсене çÿренĕ май ытларах чăвашсемпе курнăçнă. Çапла пирĕн чĕлхепе культурăна кăмăлланă, чăвашла калаçма хăнăхнă.

🔴 Сергей чăннипех те ❤️ тивĕç.
ПУРИНЧЕН МАЛТАН

07 Mar, 04:57

1,679

❗️Паян — Афанасий кунĕ

Халăх сăнанинчен:
▶️ Паян çил-тăман вĕçтерет-и? Эппин, хĕл кайма васкамасть-ха.
▶️ Тĕтре карса илни — çулла йĕпе-сапаллă пуласса.
▶️ Кайăксем юрлаççĕ-и? Часах ăшăтать.

🔴 Ирина, Прасковья, Варвара, Афанасий, Степан, Андрей, Виктор, Иосиф, Федор, Владимир ятлисем паян менелникне уявлаççĕ.
ПУРИНЧЕН МАЛТАН

06 Mar, 11:11

1,477

❗️СВОра Александр Александровăн пурнăçĕ татăлнă

Александр Валерьевич Вăрмар тăрăхĕнчи Çĕнĕ Мăнтăр ялĕнче 1987 çулхи ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче çуралнă.

Ятарлă çар операцине вăл 2023 çулхи ака уйăхĕнче тухса кайнă, унта пĕрре мар хастарлăхпа пуçарулăх кăтартнă. Александр черетлĕ задание пурнăçланă вăхăтра паттăррăн пуç хунă. Ăна тăван тăрăхĕнче пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнче пытарĕç.

⚫️ Хурланатпăр...
ПУРИНЧЕН МАЛТАН

06 Mar, 07:13

1,401

❗️СВОра пуç хунă чăваш ÿнерçин мăшăрне орден панă

Александр Федоров — Чăваш Енрен, Шупашкарти ÿнер училищинче вĕреннĕ. Санкт-Петербургри ÿнер академийĕнче ăс пухнă, унта преподавательте ĕçленĕ. Унăн картинисене Мускавра иртнĕ «Раççей» куравра та, РФ Президенчĕн администрацийĕнче те кăтартнă.

Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан ÿнерçĕн икĕ шăллĕ СВОна кайнă. Александр та вĕсенчен юлман, контракт çырнă. «Зодчий» позывнойпа çÿренĕскер пĕлтĕрхи пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнче пуç хунă. Вăл Паттăрлăх орденне тивĕçнĕ. Наградăна çак кунсенче унăн мăшăрĕпе икĕ ывăлне панă.

🔴 Паттăрпа мăнаçланатпăр.
ПУРИНЧЕН МАЛТАН

06 Mar, 04:47

1,829

❗️Паян — Тимахви кунĕ

Халăх сăнанинчен:
▶️ Паян уяр çанталăк хуçалансан çуркунне те çапла пулĕ.
▶️ Кайăксем кăнтăртан вĕçсе килнĕ-и? Эппин, кăçал тыр-пул ăнса пулать. ▶️ Кушак выртма ăшă вырăн шырани сивĕтессе.

🔴 Тимофей, Григорий, Даниил, Александр, Иван, Константин, Георгий, Павел, Ольга, Захар ятлисем паян менелникне уявлаççĕ.
ПУРИНЧЕН МАЛТАН

03 Feb, 14:48

612

❗️100 çул урлă каçнă ветерана медальпе чысланă

Муллахази Закиров «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе — 80 çул» медале Шупашкарти депутатсен Пухăвĕн председателĕн Евгений Кадышевӑн аллинчен тивӗҫнӗ. Ветеран Курск пĕккинчи çапăçăва хутшăннă.

Вӑл пĕлтĕрхи авăн уйăхĕнче 100 çул тултарнă. Тутар Республикинче çуралнăскер вăрçă хыççăн Шупашкарти сĕтел-пукан фабрикинче ĕçленĕ, кунтах тĕпленнĕ.

🔴 Чыс та мухтав!
ПУРИНЧЕН МАЛТАН

03 Feb, 13:48

721

❗️Вĕрсе хăпартнă тутана каялла пĕчĕклетеççĕ

Раççейри хĕрарăмсем çак процедурăна тăвас тесе клиникăсенче черет тăраççĕ.

Унсăр пуçне кăкăрти имплантсенчен хăтăлма тăрăшакан нумай. Экспертсем палăртнă тăрăх, халĕ чылайăшĕ мода хыççăн кайса çут çанталăк панă илеме мала хурать.

🔴 Вĕрсе хăпартнă тутапа çÿрекен хĕрсене мĕнле йышăнатăр?
ПУРИНЧЕН МАЛТАН

03 Feb, 13:13

731

Каçхи клубри çынсене çĕçĕпе тапăннă

Ку ĕç-пуç ĕнер Чулхула облаçĕнчи Бор хулинче пулнă.

Чăваш Енри 20 çулти каччă, хĕрĕнкĕскер, каçхи клуба вирхĕнсе кĕрсе пурне те çĕçĕпе чикессипе хăратнă. Унтан заведени пурлăхне сиенлетме пуçланă. Хуралçăсем ăна чарма тăнă. Каччă çĕçĕпе 43-ри арçынна хулпуççи тĕлĕнчен яшлаттарнă. Суранланнăскере медпулăшу кирлĕ пулнă.

🔴 Каччă тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă, вăл унччен судпа айăпланман.